‏ Acts 9

Савл Иисуса ӗненме пуҫлани

1Хуҫамӑрӑн вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе Савл аслӑ священник патне пынӑ. 2Вара унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене, арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те, йӗрлесе тупма, вӗсене сӑнчӑрласа Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ. 3Анчах та ҫул ҫинче, Дамаска ҫитесси инҫех те мар юлсан, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ. 4Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Эй, Савл, Савл! Эсӗ мӗншӗн Мана хӗсӗрлетӗн?» – текен сасӑ илтӗннӗ. 5 6«Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. 7Савлпа пӗрле пыракан ҫынсем никам курӑнмасӑрах сасӑ илтӗннӗрен шак хытса кайнӑ. 8Унтан Савл ура ҫине тӑнӑ, анчах куҫӗсем уҫах пулин те, нимӗн те курман. Вара ӑна Дамаска аллинчен ҫавӑтса илсе кайнӑ. 9Виҫӗ кун хушши вӑл нимӗн те курман; ҫимен те, ӗҫмен те.

10Дамаскра Анания ятлӑ пӗр ӗненекен пурӑннӑ. «Анания», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр куҫа курӑнса. «Турӑҫӑм, эпӗ Санӑн умӑнта», – тенӗ вӑл. 11Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Тӑр та Тӳрӗ урама кай. Ҫав урамри Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине ыйт. Вӑл халӗ кӗлтӑвать. 12Хӑй патне Анания ятлӑ пӗр ҫын пырасси, ҫав ҫын алӑ хурсассӑн тин куҫӗ куракан пуласси ӑна ӗнтӗ курӑнчӗ». 13«Турӑҫӑм! – тенӗ Анания, – эпӗ Савл ҫинчен, вӑл Иерусалимри Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтнӗ. 14Кунта та вӑл аслӑ священниксенчен ҫыру илсе килнӗ. Ҫав хут тӑрӑх, Санӑн ятна асӑнакансене тытса ҫыхмашкӑн унӑн ирӗк пур». 15Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ. 16Эпӗ Хамах ӑна Ман ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап тӳсмеллине те кӑтартӑп». 17Анания хӑйне каланӑ ҫурта кайса шыраса тупнӑ. «Савл тӑванӑм! – тенӗ вӑл пӳрте кӗрсен, ун ҫине аллине хурса. – Эсӗ ҫулпа пынӑ чух сана курӑннӑ Иисус Хуҫамӑр санӑн куҫна уҫма тата чун-чӗрӳне Святой Сывлӑшпа тултарма мана ячӗ». 18Ҫавӑнтах, темле каркӑҫ сирӗлнӗ пекех, унӑн куҫӗсем куракан пулнӑ. Ҫав кун вара Савл тӗне кӗнӗ. 19Ҫинӗ хыҫҫӑн ӑна вӑй та кӗнӗ.

Савл Дамаскра вӗрентни

Вӗренекенсемпе пӗрле Савл Дамаскра темиҫе кун пурӑннӑ.
20Вӑл тӳрех синагогӑсенче Иисус вӑл – Турӑ Ывӑлӗ тесе вӗрентме пуҫланӑ. 21Итлекенсем вара пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе каланӑ: «Иисус ятне асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенни ҫак ҫын мар-и вара? Вӑл кунта та вӗсене тытса ҫыхса аслӑ священник патне илсе кайма килменччӗ-им?» 22Савлӑн ӗненӗвӗ ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пынӑ. Вӑл ҫине тӑрсах Иисус – Турӑ Суйласа илни тесе вӗрентнӗ, Дамаскри иудейсем ӑна нимӗнпе те хирӗҫлеме пултарайман. 23Тепӗртакран иудейсем Савла вӗлерме кавар тунӑ. 24Вӗсем ӑна вӗлерес тесе кунӗн-ҫӗрӗн хапха умӗнче сыхласа тӑнӑ. Анчах та Савл вӗсен шухӑшне пӗлнӗ. 25Иисус вӗренекенӗсем ӑна ҫӗрле хула хӳми тӑрӑх лӑпӑ ҫине лартса антарнӑ.

Савл Иерусалимра

26Дамаскран кайсан Савл Иерусалима пынӑ. Унта вӑл Иисус вӗренекенӗсемпе ҫывӑхланасшӑн тӑрӑшнӑ, анчах та пурте унран хӑранӑ, вӑл чӑнах та Христос вӗренекенӗ пулнине шанман. 27Варнава вара ӑна апостолсем патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл Савла ҫул ҫинче Хуҫамӑр курӑннине те, Хуҫамӑр ӑна мӗн каланине те, Иисус ячӗпе Савл Дамаскра епле хӑюллӑн ӳкӗтлесе вӗрентнине те вӗсене каласа кӑтартнӑ. 28Вара Савл вӗренекенсемпе хутшӑнса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра Иисус Хуҫамӑр ҫинчен уҫҫӑнах, хӑюллӑн вӗрентсе ҫӳренӗ. 29Савл грекланнӑ еврейсемпе те калаҫнӑ, тавлашнӑ. Лешсем ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ. 30Ҫавна пӗлсен ӗненекен тӑванӗсем ӑна Кесарине янӑ, унтан Тарса ӑсатнӑ.

31Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсемшӗн лӑпкӑ пурӑнӑҫ пуҫланнӑ. Ӗненекенсем Турӑ сӑмахне вӗренсе, Хуҫа Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Святой Сывлӑш хастарлӑх панипе вӗсен йышӗ ӳссех пынӑ.

Энея сыватни

32Ӗненекен ушкӑнсене кайса ҫӳренӗ чухне пӗррехинче Петрӑн Лиддӑри ӗненекенсем патне ҫитсе курма тӳр килнӗ. 33Ҫавӑнта сакӑр ҫул хушши вырӑнпа выртакан, паралич ҫапнӑ Эней ятлӑ пӗр ҫын пулнӑ. 34«Эней, вырӑну ҫинчен тӑр, сана Иисус Христос сыватать», – тенӗ ӑна Петр. Вӑл вара ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ. 35Лидда хулипе Сарон айлӑмӗнче пурӑнакансем пурте сывалнӑ ҫынна курнӑ, вара Хуҫа Туррӑмӑра ӗненме пуҫланӑ.

Тавифа

36Иоппире Тавифа ятлӑ пӗр хӗрарӑм, Иисус вӗренекенӗ, пурӑннӑ. Тавифа тени «хир качаки» тени пулать. Ҫав хӗрарӑм яланах ырӑ тума тӑрӑшнӑ, чухӑнсене пулӑшнӑ. 37Анчах пӗррехинче Тавифа хытӑ чирлесе ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ӑна вара ҫуса хӑтлӑ пӳлӗме хунӑ. 38Петр апостол ун чухне Лиддӑра пулнӑ. Лидда Иоппирен инҫех пулман пирки ӗненекенсем Петр патне икӗ ҫынна янӑ, вӗсем ӑна хӑвӑртрах хӑйсем патне пыма чӗннӗ. 39Петр вӗсемпе пӗрлех кайнӑ. Ҫитсенех ӑна хӑтлӑ пӳлӗме илсе кӗнӗ. Куҫҫульленнӗ тӑлӑх арӑмсем Тавифа хӑйсем валли ҫӗленӗ кӗпе-тумтире Петра кӑтартма пуҫланӑ. 40Петр пурне те пӳлӗмрен тухма хушнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вӑл вилнӗ хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Тавифа, тӑр!» Вара хайхи хӗрарӑм куҫне уҫнӑ та, Петра курсан, тӑрса ларнӑ. 41Петр ӑна аллинчен тытса ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Кайран вӑл ӗненекен тӑвансемпе тӑлӑх арӑмсене кӗме хушнӑ, лешсем кӗнӗ те чӗрӗ-сывӑ Тавифӑна курнӑ. 42Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм Иоппире сӑмах сарӑлнӑ, вара чылайӑшӗ Хуҫамӑра ӗненме пуҫланӑ. 43Петр Иоппире, тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, самаях пурӑннӑ.
Copyright information for ChvIBTNT