Acts 18
Павел Коринфра
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел, Афинӑран кайса, Коринфа пынӑ. 2Унта вӑл Понт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ Акила ятлӑ пӗр иудейпа унӑн арӑмне Прискиллӑна шыраса тупнӑ та вӗсем патне кӗнӗ. Вӗсем анчахрах Италирен куҫса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Клавдий император иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ пулнӑ. 3Павелпа Акила иккӗшӗ те пӗр ӗҫпе ӗҫленӗ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсем патӗнчех юлнӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ. 4Шӑмат кунсерен Павел синагогӑра калаҫнӑ, иудейсемпе грексене ӳкӗтленӗ. 5Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ. 6Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп». 7Вара вӑл унтан пӑрӑнса утнӑ та Турра пит хисеплекен пӗр Иуст ятлӑ ҫын патне кӗнӗ. Унӑн ҫурчӗ синагогӑпа юнашарах пулнӑ. 8Синагога пуҫлӑхӗ Крисп тата унӑн пӗтӗм кил-йышӗ Хуҫамӑра ӗненекенскерсем пулнӑ. Павел сӑмахӗсене итлесе Коринф ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, тӗне кӗнӗ. 9Пӗррехинче ҫӗрле Хуҫамӑр, Павела курӑнса, ҫапла каланӑ: «Ан хӑра! Ӳкӗтле, вӗрентме ан чарӑн. 10Эпӗ санпах пулӑп, ҫавӑнпа та сана никам та усал тӑваймӗ: ку хулара Манӑн ҫыннӑмсем нумай». 11Вара Павел ҫавӑнта хула халӑхне Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫулталӑк ҫурӑ пурӑннӑ. 12Ахаияра Рим лартнӑ Галлион пуҫлӑх хуҫаланнӑ чухне иудейсем пӗр каварлӑ пулса Павела ярса тытнӑ та суд умне тӑратнӑ. 13«Ҫакскер ҫынсене Турра хисеплеме Моисей саккунӗ хушнӑ пек вӗрентмест», – тенӗ вӗсем. 14Павел ҫӑварне уҫма ӗлкӗричченех Галлион иудейсене ҫапла каланӑ: «Иудейсем! Енчен те эсир хӑвӑра кӳрентерни ҫинчен, йӗркене пӑсни ҫинчен евитленӗ пулсан, эпӗ сирӗн сӑмахӑра итленӗ пулӑттӑм. 15Анчах та кунта тӗрлӗ вӗрентӳсем пирки, ятсем пирки, Моисей саккунӗ пирки тавлашу пырать. Ҫавӑнпа та ку ыйтусене хӑвӑрах татса парӑр. Кунашкал ӗҫре ман судья пулас килмест». 16Вара вӗсене суд ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ. 17Мӗн пур грексем синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та суд ҫурчӗ умӗнчех хӗне пуҫланӑ. Галлион хушша-хуппа кӗмен.Павел Антиохине тавӑрӑнни
18Коринфра татах чылай хушӑ пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, ӗненекен тӑванӗсемпе сывпуллашса, Сирие ишсе кайнӑ. Прискиллӑпа Акила та унпа пӗрлех пынӑ. Турра панӑ сӑмахне асра тытса Павел, Сирие ишсе кайичченех, Кенхреире ҫӳҫне кастарнӑ. 19Ҫапла вӗсем Ефес хулине ҫитнӗ. Унта Павел, Прискиллӑпа Акилӑран уйӑрӑлса, синагогӑна кӗнӗ те иудейсемпе калаҫма пуҫланӑ. 20Иудейсем ӑна хӑйсем патӗнче тата кӑштах та пулин юлма тархасланӑ, анчах та Павел килӗшмен. 21Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле» сӑмахсем тата юлашки пуплев ҫук.
. 22Павел карап ҫинчен Кесарире анса юлнӑ, унтан Иерусалима пынӑ. Унта вӑл ӗненекен ушкӑнрисемпе курнӑҫса калаҫнӑ та Антиохине тухса кайнӑ. 23Пӗр вӑхӑт унта пулнӑ хыҫҫӑн Павел каллех ҫула тухнӑ. Вӑл, вӗренекенсене пурне те хавхалантарса, Галатипе Фриги ҫӗрӗсен пур кӗтесӗсенче те пулнӑ. Аполлос Ефесра вӗрентни
24Александрияра ҫуралнӑ Аполлос ятлӑ пӗр иудей Ефеса пынӑ. Вӑл пит ӑста калаҫакан, Ҫырнине тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ. 25Пӗлессе Аполлос Хуҫамӑрӑн ҫул пуҫламӑшне кӑна – Иоанн шыва кӗртни таран ҫеҫ – пӗлнӗ. Ҫапах та вӑл Хуҫамӑр ҫинчен чунӗпе ҫунса, тӗрӗс вӗрентнӗ. 26Вӑл синагогӑра та пит хастар вӗрентме пуҫланӑ. Вӑл вӗрентнине илтсен Акилӑпа Прискилла ӑна хӑйсем патне чӗннӗ те Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулӗ ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ. 27Аполлос Ахаияна кайма шухӑш тытнӑ. Ҫавна пӗлсен ӗненекен тӑвансем унти вӗренекенсем патне Аполлоса хапӑл тума ыйтса ҫыру янӑ. Вырӑна ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненекенсене нумай пулӑшнӑ. 28Мӗншӗн тесен Аполлос пӗтӗм халӑх умӗнчех иудейсемпе тавлашса ҫиеле тухнӑ: Ҫырнинче каланисемпе усӑ курсах Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ӗнентерме пултарнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT