‏ Acts 20

Павел Македонипе Грецире

1Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе хавхалантарнӑ, ӳкӗтленӗ, вара сывпуллашнӑ та Македонине тухса кайнӑ. 2Македони витӗр тухнӑ чухне те вӑл ҫул тӑршшӗпех, Грецие ҫитичченех, Иисуса ӗненекенсене пит нумай ӳкӗтлесе хавхалантарнӑ. 3Грецире Павел виҫӗ уйӑх пурӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Сирие тинӗспе кайма шут тытнӑ, анчах та иудейсем хӑйне хирӗҫ кавар тунӑ пирки каялла Македони урлах тавӑрӑнма шухӑшланӑ. 4Унпа пӗрле Аси таранах Вери ҫынни Пирр Сосипатрӗ, фессалоникӑсем Аристархпа Секунд, Дерви ҫынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынӑ. 5Вӗсем маларах кайса пире Троадӑра кӗтме пулчӗҫ. 6Эпир вара, тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсен, Филиппы хулинчен караппа тухрӑмӑр. Унтан тепӗр пилӗк кунтан Троадӑра вӗсемпе тӗл пултӑмӑр, унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.

Евтиха вилӗмрен чӗртни

7Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пурте ҫӑкӑр хуҫса ҫимелли йӑлана тума пухӑнтӑмӑр. Тепӗр куннех ҫула тухма шут тытнӑран Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫрӗ. 8Эпир пухӑннӑ хӑтлӑ пӳлӗмре ҫутаткӑҫсем нумайччӗ. 9Чӳрече янаххи ҫинче Евтих ятлӑ пӗр ҫамрӑк ларатчӗ. Ҫавскер Павелӑн вӑраха кайнӑ сӑмахне итлесе ларнӑ май ҫывӑрах кайнӑ. Вара ыйхӑ тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш хутран ҫӗре персе анчӗ. Ӑна ҫӗклесе тӑратнӑ чухне вӑл вилсе те кайнӑччӗ ӗнтӗ. 10Павел анчӗ те, ҫамрӑк ҫын ҫине пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ. «Ан кулянӑр, – терӗ вӑл, – унӑн чунӗ тухман-ха!» 11Унтан Павел ҫӳлти хута хӑпарса ҫӑкӑр хуҫса ҫирӗ. Ҫапла вӑл тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, кайран ҫула тухса кайрӗ. 12Ҫав вӑхӑтрах хайхи ҫамрӑк ҫынна, чӗрӗскерне, ҫавӑтса кӗчӗҫ. Ӑна курсан пурте савӑнмаллипех савӑнчӗҫ.

Троадӑран Милита кайни

13Павел ҫула тухичченех эпир карап ҫине лартӑмӑр та ӑна хамӑрпа илмешкӗн Асс хулине ишсе кайрӑмӑр. Мӗншӗн тесен, хӑй ҫуран кайма пулнӑран, вӑл пире ҫапла тума хушса хӑварнӑччӗ. 14Эпир унпа Асра тӗл пултӑмӑр та ӑна лартса Митилинӑна пырса ҫитрӗмӗр. 15Унтан ишсе кайса тепӗр кунне эпир Хиос утравӗ патӗнче чарӑнтӑмӑр, тата тепӗр кунне вара Самоса ҫитрӗмӗр. Унтан Трогиллине кӗрсе тухрӑмӑр та тепӗр кунне Милита пытӑмӑр. 16Асире вӑхӑта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Ефеса кӗрсе тӑрас темерӗ. Мӗншӗн тесен, ӗлкӗрейсен, аллӑмӗш кун уявӗ тӗлне вӑл Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.

Павел Ефесри пресвитерсемпе калаҫни

17Вӑл Милитран Ефеса ҫынсем ярса унти ӗненекен ушкӑн пресвитерӗсене чӗнтерсе пычӗ. 18Вӗсем ун патне пухӑнсан, Павел вӗсене ҫапла каларӗ: «Асие килнӗренпех, малтанхи кунран пуҫласах, эпӗ яланах сирӗнпе пулнине эсир пӗлетӗр. 19Иудейсен усал шухӑшӗсене пула хӗн-хур курса нумай куҫҫуль тӑкма лекрӗ пулин те, эпӗ пӗтӗм йӑвашлӑхӑмпа Хуҫамӑршӑн ӗҫлерӗм. 20Пӗтӗм халӑх умӗнче е килрен киле ҫӳресе кирек мӗн пирки ӳкӗтлесен те, кирек мӗн вӗрентсен те, сире усӑллине мӗн те пулин каламасӑр хӑварас марччӗ терӗм. 21Эпӗ иудейсене те, грексене те Турӑ умӗнче ӳкӗнмелли ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненмелли ҫинчен хыпарларӑм. 22Халӗ ӗнтӗ, Святой Сывлӑшӑн туртӑмне пӑхӑнса, манӑн Иерусалима каймалла. Эпӗ унта хама мӗн кӗтнине те пӗлместӗп. 23Мӗн пӗлетӗп-ха? Мана тӗрме тата хуйхӑ кӗтни ҫинчен Святой Сывлӑш кашни хуларах асӑрхаттарать. 24Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна. 25Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Ӗнтӗ тек эсир мана кураяс ҫуккине пӗлетӗп. 26Ҫавӑнпа паянах сире пӗлтерес терӗм: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасан, эпӗ айӑплӑ мар. 27Мӗншӗн тесен эпӗ сире Турӑ ирӗкӗ ҫинчен мӗн хыпарламаллине йӑлтах каларӑм. 28Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ. 29Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем сирӗн патӑра пырасса пӗлетӗп. 30Вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каяс тесе ултавлӑ калаҫакансем хӑвӑр хушшӑртанах тупӑнӗҫ. 31Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр! Эпӗ сирӗнтен кашнинех виҫӗ ҫула яхӑн кунӗн-ҫӗрӗн, куҫҫуль тухичченех вӗрентсе пурӑннине ан манӑр. 32Эй, тӑванӑмсем! Халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Турӑ аллине, Унӑн тивлетлӗ сӑмахӗн хӳттине шанса парса хӑваратӑп. Турӑ сӑмахӗ сире ӳкӗтлесех тӑма та, мӗн пур сӑвапласа тасатнисемпе пӗрле еткерне пама та пултарӗ. 33Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм. 34Хама тата юлташӑмсене кирлине хамӑн ҫак аллӑмсемпе ӗҫлесе илнине эсир пӗлетӗр. 35Ҫапла тӑрӑшса халсӑррисене пулӑшмаллине, Иисус Хуҫамӑр сӑмахне асра тытмаллине эпӗ сире хамӑн тӗслӗхӗмпе кӑтартса патӑм. Иисус Хӑй ҫапла каланӑ: „Парасси илессинчен пахарах“».

36Ҫак сӑмахсене каласан Павел чӗркуҫленсе ларнӑ та ыттисемпе пӗрле кӗлтунӑ. 37Ҫавӑн чухне пурте йӗрсех янӑ, Павела ытала-ытала чуптунӑ. 38Тек эсир мана кураяс ҫук тесе каланӑ Павелӑн сӑмахӗсем вӗсен чунӗсене уйрӑммӑнах хытӑ пырса тивнӗ. Кайран вӗсем ӑна карап патне ҫитичченех ӑсатса янӑ.
Copyright information for ChvIBTNT