Acts 21
Иерусалима кайни
1Эпир, вӗсенчен уйӑрӑлсан, тинӗспе ишсе тӳрех Коса пытӑмӑр. Тепӗр кунне Родоса, унтан Патарӑна ҫитрӗмӗр. 2Унта Финикине каякан пӗр карап тупрӑмӑр та ҫавӑн ҫине ларса ҫула тухрӑмӑр. 3Кипр утравӗ курӑна пуҫласан, ӑна сулахая хӑварса Сирие ишсе кайрӑмӑр. Карап ҫинчи тиеве Тир хулинче пушатмалла пулнӑран эпир ҫав хула ҫыранӗнче чарӑнтӑмӑр. 4Унта эпир Иисуса ӗненекенсене шыраса тупрӑмӑр та ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр. Святой Сывлӑш систернипе вӗсем Павела Иерусалима ярасшӑн марччӗ. 5Кайма вӑхӑт ҫитсен эпир каллех ҫула тухрӑмӑр. Иисуса ӗненекенсем, арӑмӗсемпе тата ачисемпе пӗрлех, пире хуларан тухичченех ӑсатса ячӗҫ. Тинӗс хӗрринче вара чӗркуҫленсе ларсах кӗлтурӑмӑр. 6Унтан пӗр-пӗринпе сывпуллашрӑмӑр та, эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем килӗсене тавӑрӑнчӗҫ. 7Ҫапла эпир тинӗспе Тиртан Птолемаидӑна ҫитрӗмӗр; унта тӑвансемпе курнӑҫрӑмӑр та вӗсем патӗнчех кун каҫрӑмӑр. 8Тепӗр кунне Павел тата эпир, унпа пӗрле ҫӳрекенсем, ҫула тухрӑмӑр та Кесарине ҫитрӗмӗр. Унта эпир Ырӑ Хыпар саракан Филипп патӗнче пурӑнтӑмӑр. Вӑл ҫичӗ диаконран ▼▼Диакон – малтанхи ӗненекен ушкӑнсенчи хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен.
пӗриччӗ. 9Филипӑн пророкла калаҫакан тӑватӑ хӗрӗ пурччӗ. 10Вӗсем патӗнче эпир чылай пурӑнтӑмӑр. Ҫав вӑхӑтра Иудейӑран пӗр Агав ятлӑ пророк пычӗ. 11Пирӗн пата кӗрсен вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑйӗн алли-урине ҫыхса лартрӗ. «Мана Святой Сывлӑш ҫапла калать, – терӗ вӑл унтан. – Ҫак пиҫиххи камӑн, ҫавна иудейсем Иерусалимра ҫапла тытса ҫыхӗҫ те урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ». 12Ҫакна илтсен эпир те, унти ытти ҫынсем те Павела: «Иерусалима ан кай», – тесе тархасларӑмӑр. 13«Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн йӗрсе чӗреме ҫуратӑр? – терӗ пире Павел. – Эпӗ Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, вилме те хатӗр». 14Ӑна ӳкӗте кӗртсе пулмарӗ. «Хуҫа Турӑ ирӗкӗ пултӑр эппин!» – терӗмӗр те лӑплантӑмӑр. 15Вӗсем патӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн эпир ҫула пуҫтарӑнтӑмӑр та Иерусалима кайма тухрӑмӑр. 16Пирӗнпе пӗрле Кесарири хӑш-пӗр вӗренекенсем те пычӗҫ. Вӗсем пире пӗр Мнасон ятлӑ Кипр ҫынни патне хваттере кӗртме пулчӗҫ. Ҫак Кипр ҫынни тахҫантанпах Иисус вӗренекенӗ пулнӑ-мӗн. Павел Иаков патӗнче
17Иерусалима ҫитсен ӗненекен тӑвансем пире питӗ хапӑлласа йышӑнчӗҫ. 18Тепӗр кунне эпир Павелпа пӗрле Иаков патне кайрӑмӑр. Унта пресвитерсем пурте пухӑнчӗҫ. 19Павел вӗсене саламларӗ те Турӑ хӑйӗн урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗн-мӗн тунине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ. 20Ун сӑмахне итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсем Турра мухтарӗҫ. Унтан Павела ҫапла каларӗҫ: «Иисуса ӗненекенсем хушшинче миҫе пин иудей пулнине куратӑн-и, тӑванӑм? Вӗсем пурте Моисей саккунне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ. 21Сан пирки вара вӗсем тӗрлӗ сӑмах илтсе пӗтнӗ. Эсӗ ытти халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене авалхи йӑласене тытса пыма та, ачисен ӳчӗсене кастарма та чарасшӑн имӗш. Ҫапла майпа эсӗ Моисей саккунне пӑрахма вӗрентетӗн тесе калаҫкалаҫҫӗ. 22Мӗскер тумалла? Ахӑртнех, халӑх нумай пуҫтарӑнать пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем эсӗ килсе ҫитнине пӗлӗҫ. 23Ҫавӑнпа та эпир мӗн хушнине тусамччӗ. Пирӗн хушӑра Моисей саккунӗпе тупа тунӑ тӑватӑ ҫын пур. 24Эсӗ вӗсене хӑвпа ил те вӗсемпе пӗрле тасалу йӑлине туса ирттер. Вӗсен Турра парне кӳнӗ тӑкакӗсене ху ҫине ил, унтан вӗсем ҫӳҫӗсене кастарччӑр. Вара пурте сан пирки илтнӗ сӑмах суя пулнине, эсӗ ху та Моисей саккунне тытса пынине курӗҫ. 25Ӗненекен урӑх халӑх ҫыннисем патне вара эпир ҫапла ҫыру ятӑмӑр: чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫе ан ҫийӗр, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен ан хатӗрлӗр, аскӑнлӑхран сыхланӑр. Ҫаксене тытса пыни ҫителӗклӗ ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Ҫаксене тытса пыни ҫителӗклӗ» сӑмахсем ҫук.
». 26Унтан Павел ҫак тупа тунӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе тасалу йӑлине туса ирттерчӗ. Тепӗр кунне вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе тасалу йӑли хӑҫан вӗҫленессине тата кашнишӗн Турра хӑҫан парне парассине пӗлтерчӗ. Павела тытни
27Тасалу йӑлине тума пуҫлани ҫичӗ кун ҫитнӗ. Асири темиҫе иудей, Павела Турӑ Ҫуртӗнче курсан, халӑха хӗтӗртсе янӑ та ӑна тытнӑ. 28Хӑйсем ҫапла кӑшкӑра пуҫланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Пулӑшӑр! Ҫак ҫын пур ҫӗрте те хамӑра хирӗҫле, хамӑр саккуна хирӗҫле, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле вӗрентӳ сарса ҫӳрет. Ҫитменнине вӑл халӗ тата, Турӑ Ҫуртне грексене ертсе килсе, ҫак сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетрӗ!» 29Вӗсем кӑшт маларах Павела хулара Трофим ятлӑ Ефес ҫыннипе пӗрле курнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Павел Трофима та Турӑ Ҫуртне илсе кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. 30Хула халӑхӗ хускалса кайнӑ, Турӑ Ҫурчӗ патне халӑх пухӑнса тулнӑ. Унтан Павела тытса Турӑ Ҫуртӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ та алӑкӗсене питӗрсе илнӗ. 31Вӗсем ӑна вӗлерме те хатӗрленнӗ ӗнтӗ, анчах та пинпӗве пӗтӗм Иерусалим пӑлханни ҫинчен пӗлтерме ӗлкӗрнӗ. 32Лешӗ вара тӳрех, ҫӗрпӳсемпе салтаксене пӗрле илсе, халӑх пуҫтарӑннӑ ҫӗре васканӑ. Вӗсене асӑрхасан тин халӑх Павела хӗнеме чарӑннӑ. 33Ҫавӑн чухне пинпӳ ҫывӑхарах пынӑ та Павела тытса икӗ сӑнчӑрпа ҫыхса лартма хушнӑ. «Мӗнле ҫын ку? Мӗн турӗ вӑл?» – тесе ыйтнӑ унтан вӑл халӑхран. 34Халӑх хушшинчен пӗри пӗр тӗрлӗ, тепри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ. Кунашкал пӑтрашура тӗрӗссине нимӗн те пӗлме май килменрен пинпӳ ӑна крепоҫе илсе кайма хушнӑ. 35Картлашкапа хӑпарнӑ чух халӑх кӗпӗрленнӗрен салтаксен ӑна йӑтса хӑпарма тивнӗ, 36мӗншӗн тесен хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: «Вӗлерес ӑна!» – тесе кӑшкӑрашса пынӑ. 37Крепоҫе кӗнӗ чухне Павел пинпӳрен ыйтнӑ: «Ман сана каламалли пур. Калама юрать-и?» «Эсӗ грекла та пӗлетӗн-им? – тенӗ лешӗ. 38– Нумаях пулмасть пӗр Египет ҫынни, хулара пӑлхав ҫӗклесе, хӑйпе пӗрле пуш хире тӑватӑ пине яхӑн вӑрӑ-хурах ертсе кайнӑччӗ. Грекла пӗлетӗн пулсан, эсӗ ҫав ҫын пулмарӑн апла?» 39«Эпӗ Киликири пурте пӗлекен Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ Павел. – Тархасшӑн, халӑх умӗнче сӑмах калама ирӗк парсам мана». 40Хӑйне калаҫма ирӗк парсан, Павел пусма картлашки ҫинчен, халӑха шӑпланма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ. Пурте шӑплансан вӑл еврейла ҫапла кала пуҫланӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT