‏ Acts 22

Павел хӑйне хӳтӗлесе каланӑ сӑмах

1«Эй, тӑван ҫынсем! Сумлӑ ватӑсем! Халӗ ӗнтӗ хама хӳтӗлесе каланине итлеме кӑмӑл тусамӑрччӗ!» 2Хӑйсемпе Павел еврейла калаҫа пуҫланине илтсен вӗсем шӑпӑртах пулнӑ. 3«Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын. 4Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене эпӗ хам та вӗлересле хӗсӗрлерӗм; арҫынӗсене те, хӗрарӑмӗсене те тытса ҫыхса тӗрмене хуптартӑм. 5Ку чӑнах ҫапла пулнине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Мана вӗсем Дамаскри тӑвансем валли ҫыру та ҫырса парса янӑччӗ. Вара эпӗ, унта ӗненекенсене сӑнчӑрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, ҫула тухрӑм. 6Хайхи Дамаскалла ҫывхарса пынӑ чухне, кӑнтӑрла тӗлӗнче, сасартӑк тӳперен ман тӗле куҫа шартармалла ҫутӑ анчӗ. 7Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм те хама калакан сасса илтрӗм. „Савл, Савл! – терӗ ҫав сасӑ. – Мӗншӗн эсӗ Мана хӗсӗрлетӗн?“ 8Эпӗ Ӑна хирӗҫ: „Кам пултӑн Эсӗ?“– терӗм. Вара Вӑл мана ҫапла каларӗ: „Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Назорей Иисус“. 9Манпа пӗрле пыракансем ҫутта курсан хӑраса ӳкнӗ пулнӑ, анчах та манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен. 10„Турӑҫӑм! – терӗм эпӗ ҫавӑн чухне. – Мӗн тӑвас-ха манӑн?“„Тӑр та Дамаска кай, – тавӑрчӗ мана Хуҫамӑр, – хӑвна мӗн тума пӳрнине унта сана йӑлтах калӗҫ“. 11Дамаска мана хампа пӗрле пыракансем алран ҫавӑтса илсе пычӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пулса ларнӑччӗ. 12 13Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. 14Вара вӑл мана каларӗ: „Мӑн асаттемӗрсен Турри Хӑй ирӗкне пӗлтерес тесе, Тӳрӗ Христоса кӑтартас тесе, Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнӗ. 15Мӗншӗн тесен эсӗ пур ҫын умӗнче те Ун ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерӗн, ху мӗн курни-илтни ҫинчен каласа параканӗ пулӑн. 16Ҫапла ӗнтӗ, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Халех тӑр та Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва кӗрсе ҫылӑхусенчен тасал“. 17Унтан, Иерусалима тавӑрӑнсан, Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтунӑ чухне эпӗ питӗ хавхаланса кайрӑм. 18Вара Ӑна куртӑм. „Часрах Иерусалимран тухса кай, – терӗ Вӑл мана, – мӗншӗн тесен эсӗ Ман ҫинчен ҫирӗплетсе каланине кунтисем йышӑнмӗҫ“. 19„Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче епле хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ-ҫке. 20Сан ҫинчен ҫирӗплетсе калакан Стефан юнне тӑкнӑ чухне эпӗ хам та, ӑна вӗлернине ырласа, хӗнекенсен тумтирӗсене сыхласа унтах тӑтӑм“. 21Вара Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Каях, Эпӗ сана инҫене, урӑх халӑхсем патне яратӑп“».

Павел пинпӳ умӗнче

22Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлес тесех итленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара кӑшкӑрашма пуҫланӑ: «Кунашкал ҫын ҫӗр питӗнчен ҫухалтӑр! Вӑл пурӑнма тивӗҫ мар!» 23Вӗсем ҫаплах кӑшкӑрашнӑ, тумтирӗсене хыва-хыва пенӗ, ывӑҫла-ывӑҫла ҫӳлелле тусан сапнӑ. 24Ҫав вӑхӑтра пинпӳ Павела крепоҫе илсе кӗртме хушнӑ. Халӑх мӗн сӑлтавпа ӑна хирӗҫ пулнине, кӑшкӑрашнине пӗлес тесе вӑл Павела чӗн пушӑпа ҫаптарма хушнӑ. 25Анчах та хӑйне тӑсса хурса чӗнсемпе ҫыхсан Павел юнашар тӑракан ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех ҫаптарма сире кам ирӗк панӑ?» 26Ҫӗрпӳ, ҫак сӑмахсене илтсен, пинпӳ патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Мӗн тӑвасшӑн эсир? Ку ҫын Рим гражданинӗ-ҫке!» 27Вара пинпӳ Павел патне пырса ыйтнӑ: «Эсӗ чӑнах та Рим гражданинӗ-и?» «Чӑнах», – тенӗ Павел. 28«Рим гражданлӑхне илес тесе нумай укҫа-тенкӗ тӑккаламалла пулчӗ манӑн», – тенӗ пинпӳ. «Эпӗ вара Рим гражданинӗ пулса ҫуралнӑ», – хушса хунӑ Павел. 29Ӑна асаплантарма хатӗрленнисем ҫавӑнтах ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ. Пинпӳ хӑй Рим гражданинне ҫыхтарнине пӗлнӗ хыҫҫӑн шикленсе ӳкнӗ. 30Тепӗр кунне пинпӳ, иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗн пӗлес тесе, ӑна тимӗрленӗ сӑнчӑрсене вӗҫерттернӗ. Унтан вӑл аслӑ священниксене тата синедрионра ларакан ытти ҫынсене пурне те пухӑнма ыйтнӑ. Вара Павела унта илсе пынӑ та пуху умне кӑларса тӑратнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT