‏ Acts 23

Павел синедрион канашӗ умӗнче

1Павел синедрионра ларакансем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ мӗн ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм». 2Анчах та аслӑ священник Анания Павелпа юнашар тӑракансене ӑна тутинчен ҫапма хушнӑ. 3Павел вара каланӑ: «Эй, хура чунна шурӑпа сӑрланӑскер, Турӑ сана та ҫапӗ-ха! Сана кунта мана саккунпа суд тума лартнӑ, эсӗ вара, мана ҫапма хушса, саккуна ху пӑсатӑн!» 4«Эсӗ Туррӑн аслӑ священникне хурлатӑн-и-ха?» – тенӗ юнашар тӑракансем. 5Вара Павел каланӑ: «Тӑванӑмсем! Вӑл аслӑ священник пулнине эпӗ пӗлмен. Ҫырнинче чӑнах та ҫапла калани пур: „Хӑвӑн халӑхун пуҫлӑхне усал сӑмах ан кала“». 6Синедрионра ларакансен пӗр пайӗ саддукейсем, тепӗр пайӗ фарисейсем пулнине Павел пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл канаш умӗнчех хыттӑн ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Эпӗ фарисей, фарисей ывӑлӗ, мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн суд тӑваҫҫӗ». 7Ҫак сӑмахсене каласанах фарисейсемпе саддукейсем тавлашса кайнӑ, вара пуху икӗ пая уйӑрӑлнӑ. 8Мӗншӗн тесен саддукейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те, ангелсем те, усал сывлӑшсем те ҫук теҫҫӗ. Фарисейсем вара ҫаксем пурте пур тесе ӗненеҫҫӗ. 9Пуху кӗрлесех кайнӑ: Моисей саккунне вӗрентекен хӑш-пӗр фарисейсем ура ҫине сиксе тӑрсах тавлаша пуҫланӑ. «Ку ҫынна айӑплама эпир нимле сӑлтав та курмастпӑр, – тенӗ вӗсем. – Тен, ҫак ҫын чӗлхи-ҫӑварӗпе ангел е Сывлӑш калаҫнӑ-ха? Турра хирӗҫ каяр мар». 10Тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пынӑ. Тавлашакансем Павела туртса ҫурасран шикленсе, пинпӳ салтаксене Павела пухуран илсе тухса крепоҫе леҫме хушнӑ.

11Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха».

Павела хирӗҫ тунӑ кавар

12Тепӗр кун ирхине хӑш-пӗр иудейсем пуҫтарӑннӑ та Павела вӗлерме кавар тунӑ, ӑна вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. 13Ҫапла тупа тӑвакансем хӗрӗхӗн ытла пулнӑ. 14Вӗсем аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне пырса ҫапла каланӑ: «Эпир Павела вӗлермесӗр нимӗн те ҫиместпӗр тесе тупа турӑмӑр. 15Ҫапла вара эсир, синедрионра ларакансемпе пӗрле, унӑн ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашас йӳтӗмпе ӑна ыран хӑвӑр патӑра кӑларттарӑр. Ҫакна тума пинпӗве паянах пӗлтерсе хурӑр. Эпир вара малтанах хатӗрленсе тӑрӑпӑр та ӑна кунта ҫитичченех вӗлерӗпӗр». 16Ҫак кавар пирки Павел аппӑшӗн ывӑлӗ илтнӗ. Вара кайнӑ та, крепоҫе кӗрсе, ҫакӑн ҫинчен Павела систернӗ. 17Павел ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнсе илтернӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кайӑр-ха, унӑн ӑна темскер каламалли пур». 18Лешӗ ачана пинпӳ патне илсе пынӑ та: «Тӗрмере ларакан Павел мана чӗнтерчӗ те ҫак ачана сан патна ертсе килме ыйтрӗ. Унӑн сана темскер каламалли пур», – тенӗ. 19Пинпӳ, ачана аллинчен ҫавӑтса, аяккарах пӑрӑннӑ та: «Санӑн мана мӗн каламалли пур?» – тесе ыйтнӑ. 20Ачи вара ҫакӑн пек хуравланӑ: «Иудейсен пуҫлӑхӗсем сана ыран Павела синедриона илсе пыртарасшӑн. Унӑн ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашас йӳтӗмпе вӗсем ҫакӑн пирки калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. 21Анчах та эсӗ вӗсене ан итле, мӗншӗн тесен ӑна вӗлерме хӗрӗх ҫынран та ытларах сыхласа лараҫҫӗ. Вӗсем Павела вӗлермесӗр ӗҫместпӗр те, ҫиместпӗр те тесе тупа тунӑ. Халӗ вӗсем, эсӗ хушасса кӗтсе, хатӗр тӑраҫҫӗ». 22«Ху мана ҫакна каласа кӑтартнине никама та ан шарла», – тесе пинпӳ ачана кӑларса янӑ.

Павела Кесарине леҫни

23Вара, икӗ ҫӗрпӗве чӗнсе илсе, ҫапла хушнӑ: «Ик ҫӗр салтак, ҫитмӗл юланут тата ик ҫӗр ухӑҫӑ хатӗрлӗр. Каҫхине тӑхӑр сехетсенче вӗсен Кесарине каймалла. 24Павела Феликс аслӑ пуҫлӑх патне леҫмешкӗн ашаксем те хатӗрлӗр». 25Унтан вӑл ҫакӑн пек ҫыру ҫырса панӑ: 26«Эпӗ, Клавдий Лисий, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс пуҫлӑха салам яратӑп. 27Ҫак ҫынна иудейсем тытнӑ та вӗлермех хатӗрленнӗччӗ. Анчах та эпӗ, вӑл Рим гражданинӗ пулнине пӗлсен, хамӑн салтаксемпе пытӑм та ӑна туртса илтӗм. 28Унтан, мӗншӗн айӑпланине пӗлес тесе, ӑна иудейсен синедрионне илсе пытӑм. 29Вара ҫакна пӗлтӗм: вӗсем ӑна хӑйсен Моисей саккунӗ пирки тавлашнӑшӑн айӑплаҫҫӗ иккен. Анчах та вӗлермешкӗн е тӗрмене хупмашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. 30Ӑна хирӗҫ иудейсем кавар тунине пӗлсенех эпӗ ҫав ҫынна сан патна леҫтерес терӗм. Ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта каласа пама хушрӑм. Сывӑ пул».

31Ҫапла ӗнтӗ салтаксем, хӑйсене хушнине пурнӑҫласа, Павела ҫӗрле Антипатридӑна илсе кайнӑ. 32Тепӗр кунне ӑна малалла юланутсем кӑна леҫнӗ, ыттисем вара тавӑрӑннӑ. 33Кесарине ҫитсен утлӑ салтаксем хайхи ҫырӑва аслӑ пуҫлӑха панӑ, Павела та ун патӗнче хӑварнӑ. 34Ҫырӑвне вуласа тухсан аслӑ пуҫлӑх Павелран вӑл хӑш тӑрӑхри ҫын пулнине ыйтнӑ. Павел Килики ҫынни иккенне пӗлсен, Феликс ҫапла каланӑ: 35«Сан сӑмахна эпӗ хӑвна айӑплакансем килсе ҫитсен итлӗп». Унтан ӑна Ирод преторине
Претори – Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн пурӑнмалли тата ӗҫлемелли вырӑнӗ.
хуптарса хурал тӑратма хушнӑ.
Copyright information for ChvIBTNT