Acts 24
Павела айӑплани
1Тепӗр пилӗк кунтан Анания аслӑ священник ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе тата Тертулл ятлӑ ӑста калаҫакан айӑплавҫӑпа Кесарине пырса ҫитнӗ. Вӗсем аслӑ пуҫлӑха Павел ҫинчен ҫӑхав панӑ. 2– 3Павела чӗнсе пырсан Тертулл ҫакнашкал айӑплав сӑмахӗ каланӑ: «Эй, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс! Эсӗ ертсе пынипе эпир чылай хушӑ канӑҫ пурӑнӑҫпа пурӑнатпӑр, эсӗ тӑрӑшнипе халӑх пурӑнӑҫӗ лайӑхланчӗ, ҫавӑнпа сана эпир пур ҫӗрте те яланах тем тӗрлӗ те тав тӑватпӑр. 4Эпир сана ытлашши чӑрмантарасшӑн мар, пирӗн кӗске сӑмахӑмӑра хӑвӑн ырӑ кӑмӑлупа итлесе пӗтерме тархаслатӑп. 5Ҫак ҫын халӑха сиен тӑвать; мӗн пур иудейсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ҫӳрет, Назорейсен суя тӗн вӗрентӗвне ертсе пырать. 6Вӑл куҫкӗретех пирӗн Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлетме хӑйрӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна хамӑр саккунпа айӑплас тесе тытрӑмӑр. 7Анчах та Лисий пинпӳ ӑна пирӗн аллӑмӑртан вӑйпа пусахласах туртса илчӗ те сан патна леҫтерчӗ. 8Пире вара, айӑплакансене, сан патна килме хушрӗ. Эпир ӑна мӗн сӑлтавпа айӑпланине пӗтӗмпех эсӗ унран хӑйӗнченех тӗпчесе ыйтса пӗлме пултаратӑн». 9Ҫак сӑмахсем чӑн тесе иудейсем те ҫирӗплетнӗ.Павел хӑйне Феликс умӗнче хӳтӗлесе калани
10Аслӑ пуҫлӑх паллӑ кӑтартса калаҫма ирӗк парсан, Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: «Эсӗ чылай ҫул хушши ҫак халӑха тӗрӗс суд туса пурӑннине пӗлсе тӑрса, эпӗ хамӑн ӗҫӗме сан умӑнта ирӗклӗнех хӳтӗлеме тӑрӑшӑп. 11Эпӗ Турра пуҫҫапма Иерусалима килни пӗр вун икӗ кунтан та ытла мар. Ҫакна эсӗ тӗрӗслеме пултаратӑн. 12Эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче те, синагогӑра та, хулара та кампа та пулин тавлашнине е халӑха пӑлхатса ҫӳренине вӗсенчен пӗри те курман. 13Халӗ хӑйсем мана хирӗҫ кӑларса тӑратнӑ айӑплава вӗсем нимӗнпе те ӗнентереймӗҫ. 14Анчах та эпӗ пӗр япала пирки тунмастӑп. Эпӗ чӑнах та хама айӑплакансем тӗрӗс мар ӗненӳ текен вӗрентӗве тытса пыратӑп. Ҫав вӗрентӳ тӑрӑх эпӗ Моисей саккунӗнче ҫырнине тата пророксем каланине пӗтӗмпех ӗненсе тӑрса, мӑн асаттемӗрсен Турришӗн тӑрӑшатӑп. 15Вилнӗ ҫынсене – тӳрӗ тата тӳрӗ мар пурӑннисене те – Турӑ чӗртсе тӑратасса шанатӑп, ҫапла пуласса вӗсем хӑйсем те кӗтеҫҫӗ. 16Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп. 17Акӑ эпӗ, чылай ҫул иртсен, хам халӑхӑма пулӑшма пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗне пама тата Турра парне кӳме Иерусалима килтӗм. 18Мана Турӑ Ҫуртӗнче тасалу йӑлине туса ирттернӗ хыҫҫӑн тытрӗҫ. Унта нимле халӑх таврашӗ те, нимле шӑв-шав та пулман. 19Тытасса мана Асирен килнӗ хӑш-пӗр иудейсем тытрӗҫ. Мана хирӗҫ мӗн те пулин каламалли пур пулсан, мана сан умӑнта вӗсен айӑпласа тӑмаллаччӗ. 20Анчах вӗсем ҫӑхавпа урӑххисене ячӗҫ. Эпӗ синедрион канашӗ умӗнче тӑнӑ чухне манра мӗнле айӑп тупнине ҫаксем каласа паччӑр эппин. 21Каласан та вӗсем ҫак пӗр сӑмаха анчах калӗҫ. Чӑнах та, эпӗ вӗсене: эсир мана халӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗшӗн суд тӑватӑр тесе хыттӑнах каласаттӑм». 22Феликс вара вӗсен ӗҫне ӳлӗме хӑварнӑ. «Сирӗн ӗҫӗре Лисий пинпӳ килсен, ҫав вӗрентӳ ҫинчен хам та тӗплӗнрех пӗлсен, татса парӑп», – тенӗ вӑл. 23Ҫӗрпӗве вӑл Павела хуралласа усрама хушнӑ, анчах та ӑна хӗсӗрлеме чарнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисене ун патне пырса ҫӳреме, ӑна пулӑшса тӑма пӗрне те чарма хушман. 24Тепӗр темиҫе кунран унта Феликс хӑйӗн Друзилла ятлӑ арӑмӗпе пынӑ. Арӑмӗ унӑн иудей ҫынни пулнӑ. Феликс Павела чӗнтернӗ те вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итлес тенӗ. 25Анчах та Павел тӳрӗлӗх ҫинчен, чараклӑх ҫинчен, пулас суд ҫинчен кала пуҫласан, Феликс, хӑраса ӳксе, унӑн сӑмахне татнӑ: «Паянлӑха ҫитӗ! Вӑхӑт тупӑнсанах сана тата чӗнтерӗп», – тенӗ. 26Ҫав хушӑрах вӑл Павел хӑйне тӗрмерен кӑларттарма укҫа сӗнессе кӗтнӗ, ҫавӑнпа та, ӑна чӗнтере-чӗнтере, унпа калаҫнӑ. 27Анчах та икӗ ҫул иртсен Феликс вырӑнне аслӑ пуҫлӑха Порций Фест ларнӑ. Иудейсене юрас тесе Феликс Павела тӗрмерех хӑварнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT