‏ Acts 25

Павел хӑйне император патӗнче суд тутарма ыйтни

1Фест, хӑйне тытса тӑма панӑ ҫӗр-шыва ҫитнӗ-ҫитменех, виҫӗ кунран Кесарирен Иерусалима тухса кайнӑ. 2Ҫавӑн чухне аслӑ священникпа иудейсен паллӑ ҫыннисем Павел ҫинчен ҫӑхав пама ун патне пынӑ та ӑна ӳкӗте кӗртме тӑрӑшса: 3«Пирӗншӗн ырӑ ӗҫ тусам, Павела Иерусалима чӗнтерсе илсем», – тесе тархасланӑ. Хӑйсем вара Павела ҫул ҫинче вӗлерме усал шухӑш тытнӑ. 4Анчах та Фест ҫапла тавӑрнӑ: «Павел халӗ Кесарире тӗрмере ларать, ҫывӑх вӑхӑтрах эпӗ хам та унта кайма шухӑшлатӑп. 5Ҫавӑнпа та сирӗнтен хӑшӗсем манпа пӗрле пыма пултараҫҫӗ, пыччӑр. Ҫав ҫыннӑн мӗнле те пулин айӑпӗ пур пулсан, айӑплаччӑр».

6Пӗр сакӑр е вунӑ куна яхӑн унта пурӑнсан Фест Кесарине тавӑрӑннӑ. Вара тепӗр куннех, суд тумалли вырӑна ларса, Павела илсе пыма хушнӑ. 7Суда илсе пырсанах Павела Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ун ҫинчен нумай йывӑр айӑп каланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине ӗнентереймен. 8Павел вара, хӑйне тӳрре кӑларса, ҫапла каланӑ: «Эпӗ Моисей саккунне хирӗҫле те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле те, императора хирӗҫле те нимӗнле усал ӗҫ те туман». 9Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павелран ыйтнӑ: «Эпӗ ку ӗҫпе сана Иерусалимра суд тӑвӑп, эсӗ унта пырас теместӗн-и?» 10«Эпӗ ахаль те хама тивӗҫлӗ суд умӗнче, император сучӗ умӗнче, тӑратӑп. Иудейсене эпӗ нимӗнпе те хур туманнине эсӗ ху та лайӑх пӗлетӗн, – тенӗ Павел. 11– Ҫапла вара, эпӗ айӑплах пулсан, вӗлерме тивӗҫлине мӗн те пулин тунӑ пулсан – вилме хатӗр. Иудейсен айӑплавӗнче тӗрӗсси ним те ҫук пулсан – мана вӗсен аллине пама никамӑн та ирӗк ҫук. Хама император патӗнче суд тутарма ыйтатӑп». 12Вара Фест хӑйӗн канашӗнчи ҫынсемпе калаҫса илнӗ те ҫапла тавӑрнӑ: «Эсӗ император патӗнче суд тутарма ыйтрӑн, ӗнтӗ сана император патне илсе кайӗҫ».

Павелпа Агриппа патша

13Тепӗр темиҫе кунран Феста саламлама Кесарине Иудея патши Агриппа тата унӑн арӑмӗ Вереника пырса ҫитнӗ. 14Вӗсем унта чылай пурӑннӑ. Фест вара патшана Павел ӗҫӗ пирки каласа панӑ. «Пирӗн кунта – тенӗ вӑл, – Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур. 15Эпӗ Иерусалимра чухне иудейсен аслӑ священникӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама ман патӑма пычӗҫ, ӑна суд тума ыйтрӗҫ. 16Эпӗ вӗсене ҫапла тавӑрса каларӑм: Рим йӑлипе, айӑпланаканпа айӑплакансене куҫа-куҫӑн тӑратмалла тата айӑпланаканне хӳтӗленме ирӗк памалла, унсӑрӑн ҫынна вӗлерме тытса пама юрамасть. 17Вӗсем кунта килсессӗн вара, ӗҫе вӑраха ямасӑр, тепӗр куннех эпӗ суд тумалли вырӑна лартӑм та ҫав ҫынна илсе пыма хушрӑм. 18Айӑплакансем ӑна судра сырса илчӗҫ, анчах эп кӗтнӗ айӑплавсенчен пӗрне те кӑтартса параймарӗҫ. 19Ҫапах та вӗсем Павелпа хӑйсен Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ темле Иисус пирки тавлашкаларӗҫ. Павел ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Вӑл чӗрех иккен. 20Ку ыйтӑва татса пама иккӗленсе эпӗ Павела ҫапла каларӑм: „Хӑвна ку ӗҫпе Иерусалимра суд тутарма эсӗ унта пырас теместӗн-и?“ 21Анчах та Павел хӑйне император сучӗпе явап тыттарма ыйтрӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна император патне яма май киличчен тӗрмере тытма хушрӑм». 22«Ку ҫынна ман хамӑн та итлесе пӑхас килет», – тенӗ Агриппа вара Феста. «Тархасшӑн, – сӗннӗ лешӗ, – эсӗ ӑна ыранах итлеме пултаратӑн».

23Тепӗр кунне Агриппӑпа Вереника суд ҫуртне питӗ чаплӑн, хӑйсемпе пӗрле пинпӳсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене илсе, пырса кӗнӗ. Фест хушнипе Павела суд ҫуртне илсе пынӑ. 24Вара Фест ҫапла каланӑ: «Эй, Агриппа патша тата пирӗнпе пӗрле кунта пухӑннӑ ытти ҫынсем! Акӑ сирӗн умӑрта пӗр ҫын тӑрать. Ҫак ҫынна айӑпласа ман патӑма Иерусалимра та, кунта та иудей ҫыннисем тем чухлӗн пычӗҫ, ӑна вӗлермелле тесе кӑшкӑрчӗҫ. 25Анчах та вӑл вилме тивӗҫлӗ ӗҫ тунине эпӗ тупаймарӑм. Вара, хӑй император патӗнче суд тутарма ыйтнӑран, эпӗ ӑна унта ярас тесе йышӑнтӑм. 26Эпӗ ун пирки император патне мӗн ҫырса ямаллине те пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та ӑна сире, уйрӑмах, Агриппа патша, сана, кӑтартас терӗм. Эсир лайӑхрах тӗпчесе пӗлсен вара мӗн ҫырса ямалли те паллӑ пулӗ. 27Мӗншӗн тесен хупнӑ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑрах император патне яни мана ӑссӑрла хӑтланнӑ пек туйӑнать».
Copyright information for ChvIBTNT