Acts 27
Рима кайни
1Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ. 2Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ. 3Тепӗр кунне эпир Сидон тӗлӗнче чарӑнтӑмӑр. Юлий хӑйне Павелпа кӑмӑллӑ тыткаларӗ, ӑна хӑйӗн тусӗсем патне кайса килме, вӗсенчен пулӑшу илме те ирӗк пачӗ. 4Хирӗҫле ҫил питӗ вӑйлӑ пулнӑран унтан тухсан эпир Кипр утравӗн ҫыранӗсен хӳттипе ишрӗмӗр. 5Вара тин, Киликипе Памфили тӗлӗнче тинӗс урлӑ каҫса, Ликири Миры хулине пырса ҫитрӗмӗр. 6Унта Юлий ҫӗрпӳ Италие каякан Александрия карапне шыраса тупрӗ те пире ун ҫине лартрӗ. 7Книда эпир темиҫе кунран кӑна, аран-аран ҫиткелерӗмӗр. Майлӑ ҫил пулман пирки пире Крит утравӗн хӳттипе Салмон сӑмсахӗ тӗлӗнчен ишсе пыма лекрӗ. 8Ун ҫумӗнчен аран-аран ирткелесе кайса эпир Ласея хули ҫывӑхӗнчи Аван Чарӑну ятлӑ пӗр вырӑна ҫитрӗмӗр. 9Анчах эпир нумай вӑхӑт ҫухатрӑмӑр: типӗ тытмалли кунсем те иртнӗччӗ ӗнтӗ. Ку вӑхӑтра тинӗсе тухма хӑрушши ҫинчен Павел асӑрхаттарчӗ. 10«Эй, халӑх! Малалла ишме питӗ йывӑр пуласса эпӗ пӗлетӗп. Тиенӗ япаласемпе карапа ҫеҫ мар, хамӑра та пысӑк инкек кӗтме пултарать», – терӗ вӑл. 11Анчах та ҫӗрпӳ, капитанпа карап хуҫине шанса, Павел асӑрхаттарнине итлемерӗ. 12Ку чарӑну хӗл каҫма юрӑхсӑр пулнӑ пирки ытларахӑшӗ малалла ишме сӗнчӗҫ, ҫитме май пулсан Финикра хӗл каҫас терӗҫ. Крит утравӗ ҫумӗнчи ҫак чарӑну кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнчен вӗрекен ҫил ҫинче ларать.Тинӗсри ҫил-тӑвӑл
13Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫласан тин матроссем, кӗтни аранах ҫитрӗ тесе, ҫула тухрӗҫ те Крит ҫыранӗ ҫумӗпе ишсе пычӗҫ. 14Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Крит енчен тӑвӑллӑ ҫил, эвроклидон текенскер, вӗрме пуҫларӗ. 15Ҫил карапа тыткӑнларӗ те пире хумсем ҫийӗн юхтарса ҫӳрерӗ. 16Клавда ятлӑ пӗр пӗчӗк утрав патне пырса лексен, эпир карап ҫумӗнчи ҫӑлӑнмалли кимме аран-аран тытса чартӑмӑр. 17Ӑна вӗренсемпе ҫӗклесе илтӗмӗр те карапа ҫирӗплетсе ҫыхма пуҫларӑмӑр. Унтан, ӑшӑх вырӑнсене ларасран хӑраса, парӑса антартӑмӑр. Ҫапла эпир хумсен тыткӑнне лекрӗмӗр. 18Тепӗр кунне вара, тӑвӑл питӗ хытӑ лӑсканӑран, тиенӗ япаласене тинӗсе ывӑта пуҫларӗҫ. 19Виҫҫӗмӗш кунне карап хатӗр-хӗтӗрӗсене хамӑр аллӑмӑрпах тинӗсе персе пӗтертӗмӗр. 20Темиҫе кун хушши ҫапла хӗвел те, ҫӑлтӑрсем те курӑнмарӗҫ, ҫил-тӑвӑл кӑна чарӑна пӗлми алхасрӗ. Юлашкинчен вара пирӗн ҫӑлӑнас шанчӑк та пӗтрӗ. 21Ҫынсем чылайранпа ҫименччӗ ӗнтӗ. Вара Павел тӑчӗ те ҫапла каларӗ: «Эй, халӑх! Сирӗн ман сӑмахӑма итлесе Критран тухмалла марччӗ. Итленӗ пулсан ҫакнашкал терт-нушана та курман пулӑттӑр. 22Анчах та халӗ сире хӑюллӑрах пулма тархаслатӑп. Карапӗ пӗтӗ, эсир пурте хӑтӑлӑр. 23Мӗншӗн тесен мана кӗҫӗр чун-чӗремпе Ӑна ҫеҫ парӑнса, Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑракан Туррӑмӑн ангелӗ курӑнчӗ. 24„Павел, ан хӑра, – терӗ ҫав ангел. – Санӑн император умне тӑмалла, ҫавӑнпа Турӑ, сана хӗрхенсе, карап ҫинчисене пурне те хӑтарӗ“. 25Ҫавӑнпа та, арҫын пек пулса, хастарланӑр! Йӑлтах Турӑ каланӑ пек пуласса эпӗ ӗненетӗп. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 26пирӗн пӗр утрав ҫине тухса ӳкмелле пулӗ». 27Ҫапла Адриатика тинӗсӗнче хумсен тыткӑнне лекни икӗ эрне иртрӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче матроссем пирӗн карап типӗ ҫӗр патнелле ҫывхарнине туя пуҫларӗҫ. 28Унтан вӗсем тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те вӑл ҫирӗм хӑлаҫа яхӑн анчах пулнине палӑртрӗҫ. Тепӗртакран каллех виҫсе пӑхрӗҫ: тарӑнӑшӗ вун пилӗк хӑлаҫ кӑна иккен. 29Чул хысакӗсене пырса ҫапӑнасран хӑраса, карап хыҫӗнчен тӑватӑ якорь пӑрахрӗҫ. Вара тул ҫутӑласса кӗте пуҫларӑмӑр. 30Матроссем тарма шухӑш тытнӑ пулнӑ. Карап пуҫӗнчен якорь ярам пек туса, вӗсем тинӗсе ҫӑлӑнмалли кимме антара пуҫланӑ иккен. 31Ҫӗрпӳпе салтаксене Павел ҫапла каларӗ: «Кусем карап ҫинчех юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймӑр». 32Вара салтаксем ҫӑлӑнмалли кимме ҫыхнӑ вӗренсене тытрӗҫ те касса ячӗҫ, кимми тинӗсе ӳкрӗ. 33Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: «Ҫырана тухасса кӗтсе эсир вун тӑватӑ кун хушши ӗнтӗ ҫинӗ-ҫимен пурӑнатӑр. 34Эпӗ сире хистесех ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн ҫӑлӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ. Сирӗнтен пӗрин те пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те пӗтмӗ». 35Ҫакна каласан вӑл ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнчех Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ. 36Тинех ҫынсен кӑмӑлӗсем ҫӗкленчӗҫ, вара пурте апатланчӗҫ. 37Карап ҫинче эпир пурӗ ик ҫӗр ҫитмӗл улттӑнччӗ. 38Ҫисе тӑрансан, карап ҫӑмӑллантӑр тесе, ҫынсем юлнӑ тулла та тинӗсе ячӗҫ.Карап арканни
39Тул ҫутӑлчӗ. Чылай сӑнарӗҫ пулин те, матроссем хамӑр хӑш тӗлтине калаймарӗҫ. Вӗсем пӗр сӗвек ҫыранлӑ тинӗс пырне асӑрхарӗҫ, май пулсан, ҫавӑнта караппа пырса чарӑнма шут тытрӗҫ. 40Вара вӗсем якорьсене ҫӗклесе, рульсене ҫыхнисене салтса, пӗчӗк парӑса ҫиле май карӑнтарса карапа ҫыраналла тытрӗҫ. 41Тепӗртакран карап пӗр хӑйӑр сӑмсах тӗлне пулчӗ те ӑшӑха лекрӗ: карап пуҫӗ лакса ларчӗ, хыҫне хум ҫапса арката пуҫларӗ. 42Тӗрме ҫыннисем ишсе тарасран хӑраса, салтаксем вӗсене вӗлерме те шут тытрӗҫ. 43Анчах та ҫӗрпӳ, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, вӗсене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫырана тухма хушрӗ. 44Ыттисене вара хӑмасенчен е карап ҫӗмрӗкӗсенчен тыткаласа хӑтӑлма каларӗ. Ҫапла майпа пурте тип ҫӗр ҫине тухса ҫӑлӑнчӗҫ.
Copyright information for
ChvIBTNT