‏ Colossians 1

Саламлани

1Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмӑртан – 2Колоссӑри сӑваплӑ тата Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ шанчӑклӑ тӑвансене. 3Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.

Колоссӑри ӗненекенсемшӗн Турра тав туни

Сирӗншӗн кӗлӗ тунӑ чухне эпир Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, яланах тав тӑватпӑр.
4Мӗншӗн тесен эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ытти ӗненекенсене юратни ҫинчен эпир илтрӗмӗр. 5 6Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать. 7Ун ҫинчен эсир ӗҫӗмӗрти юратнӑ юлташран, сире пулӑшакан шанчӑклӑ Христос тарҫинчен Епафрасран пӗлтӗр. 8Святой Сывлӑш сире панӑ юратулӑх ҫинчен вӑл пире те каласа кӑтартрӗ.

Христос аслӑлӑхӗ тата ӗҫӗ

9Ҫавӑнпа та, сирӗн ҫинчен илтнӗ кунран пуҫласах, эпир сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр. Турӑ ирӗкне сирӗн мӗн пур ӑспа ӑнланса, чун-чӗмпе ӑнкарса тӗппипех пӗлмелле пултӑрччӗ тетпӗр. 10Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ. 11Хӑйӗн хӑватлӑ мухтавӗпе Вӑл сире, тӗрлӗ вӑй-халпа ҫирӗплетсе, пурне те тӳссе ирттермешкӗн чӑтӑмлӑх патӑрччӗ. 12Ҫутӑлӑхри Хӑйӗн еткерне, сӑваплисен еткерне, илмешкӗн пире те пая кӗртнӗшӗн савӑнса Атте Турра тав тӑвар. 13Вӑл пире, тӗттӗмлӗх аллинчен хӑтарса, Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн Патшалӑхне илсе кӗнӗ. 14Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ, пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла тунӑ. 15Вӑл – курӑнман Туррӑн сӑнарӗ, Вӑл мӗн пур чӗрӗ чуна пултаричченех пулнӑ. 16Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те: ҫӳлти престолпа хӑватсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсене – пурне те Ун урлӑ тата Уншӑн пултарнӑ. 17Вӑл пуринчен малтанах пур, пурне те Вӑл тытса тӑрать. 18Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ. 19Мӗншӗн тесен Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра пултӑр тенӗ, 20хӗрес ҫинче Вӑл юхтарнӑ Юн урлӑ ҫӗр ҫинчипе тӳперине ҫураҫтарса, Ун урлӑ пурне те Хӑйӗнпе килӗштерес тенӗ.

21Тахҫан эсир те шухӑш-кӑмӑлпа Турӑран ютшӑнса, Унӑн тӑшманӗсем пулса пурӑнаттӑрччӗ; ӗҫӗрсем те сирӗн усалччӗ. 22Халӗ вара, Христос Ӳт-пӗвӗ урлӑ, Унӑн вилӗмӗ урлӑ Турӑ сире Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ. Ҫакна Вӑл сире Хӑйӗн умне сӑваплӑ та таса, айӑпсӑр тӑратасчӗ тесе тунӑ. 23Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.

Чиркӳшӗн ӗҫлесе тӑни

24Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп. 25Турӑ шухӑшне пурнӑҫламашкӑн – хама сирӗншӗн шанса панӑ Турӑ сӑмахне пӗлтерсе ҫитермешкӗн – эпӗ Чиркӳшӗн ӗҫлекен ҫын пулса тӑтӑм. 26Турӑ шухӑшӗ ӗмӗртен ӗмӗре, ӑруран ӑрӑва вӑрттӑнлӑх пулса упраннӑ, халӗ вара Ӑна ӗненекенсемшӗн вӑл уҫӑлнӑ. 27Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос. 28Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, кашни ҫынна тӗрлӗ ӑс парса ӑнлантаратпӑр, ӳкӗтлетпӗр. Ҫакна эпир кирек епле ҫынна та Христоса ӗнентерсе Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратас тесе тӑватпӑр. 29Ҫавӑншӑн эпӗ Унӑн хӑвачӗпе ӗҫлетӗп те, кӗрешетӗп те, Унӑн хӑвачӗ манра вӑйлӑн тапса тӑрать.
Copyright information for ChvIBTNT