‏ Colossians 2

1Сирӗншӗн тата Лаодикири, Иерапольти тӑвансемшӗн, тата мана курман-пӗлмен мӗн пур ӗненекенсемшӗн хам епле паттӑррӑн кӗрешнине манӑн сире пӗлтерес килет. 2Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп. 3Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра. 4Ҫакна эпӗ сире суя сӑмаха чӑн туса вӗрентекенсем пӗри те ан улталайччӑр тесе калатӑп. 5Кӗлеткемпе сирӗнпе мар пулин те, чунӑмпа эпӗ сирӗнпех: эсир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннишӗн, Христоса ҫирӗп ӗненнишӗн питӗ хӗпӗртетӗп.

Христоспа пӗрлӗхлӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ туллилӗхӗ

6Ҫавӑнпа та, эсир Христос Иисус Хуҫамӑра ӗнентӗр пулсан, малалла та Унпа пӗрлӗхлӗн пурӑнӑр. 7Тымар ярса Унпа тӗрекленӗр, хӑвӑра вӗрентнӗ ӗненӳпе ҫирӗпленӗр, Турра тав тусах тӑрӑр.

8Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ. 9Тӗрӗссипе вара Унра, ӳтленсе килнӗскерте, Туррӑн пӗтӗм туллилӗхӗ пур. 10Унпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран кӑна эсир те пурӑнӑҫ туллилӗхне илтӗр. Вӑл – ҫӳлти пуҫлӑхсемпе влаҫсен пуҫӗ. 11Унпа пӗрлӗхлӗ пулнине эсир ӳт кастарса палӑртнӑ, анчах та сирӗн ӳтӗре этем аллипе касман. Сире Христос ӳт каснӑран эсир ҫылӑхлӑ ӳт-пӳ хӑвӑрпа хуҫаланнинчен хӑтӑлтӑр. 12Эсир тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлех вилнӗ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турӑ хӑватне ӗненсе Христоспа пӗрлех чӗрӗлнӗ. 13Ҫылӑхӑрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилӗччӗ. Анчах та Турӑ, сирӗн ҫылӑхсене каҫарса, сире те Унпа пӗрле чӗртнӗ. 14Эпир те, ӳт кастарнисем, саккун тӑрӑх парӑмлӑччӗ. Ҫав парӑм хучӗ тӑрӑх пирӗн мӗн-мӗн тумаллине чӗрсе пӑрахса, хутне хӗрес ҫине ҫапса, Христос Хӑйӗн асапӗпе пирӗн парӑма пӗтернӗ. 15Ҫапла Вӑл тӗттӗмлӗх пуҫлӑхӗсемпе влаҫӗсен вӑйне Хӑйӗн хӑвачӗпе пӗтерсе чаплӑн ҫӗнтернӗ, вӗсенчен тӗнче кулли тунӑ.

16Эппин сире ӗҫме-ҫимене тиркеменшӗн е иудейсен уявне, ҫӗнӗ уйӑхне, шӑмат кунне тытса пыманшӑн никам та ан ӳпкелештӗр. 17Мӗншӗн тесен ҫаксем йӑлтах – килмеллин мӗлки ҫеҫ пулнӑ, килмелли – Христос – халӗ Хӑй кунта. 18Эсир ҫӗнсе илнӗ парнене хӑйсене хӑйсем мӗскӗн пек кӑтартса, ангелсене пуҫҫапса киленекен, хӑйсем курманнине тӗпчекен ҫынсем туртса ан илейччӗр. Хӑйсен ӑсӗпе сӑлтавсӑрах мухтанма юратаҫҫӗ пулин те, ӑсӗ вӗсен – ҫӗр ҫинчиллех. 19Вӗсем пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ. Пуҫ йӗркелесе пынипе вара, шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе пӗтӗҫсе, пӗтӗм ӳт-пӳ Турӑ палӑртнӑ пек аталанать. 20Ҫапла вара, эсир Христоспа пӗрле вилнӗ, этемӗн шухӑш варкӑшӗсенчен хӑпнӑ. Мӗншӗн-ха эппин, ҫак тӗнче ҫыннисем пек, авалхи йӗркесене пӑхӑнатӑр? 21«Ӑна ан сӗртӗн», «куна ан ҫи», «ҫавна ан тӗкӗн», – тенине итлетӗр? 22Ҫав чарнӑ ӗҫме-ҫиме вӑл хырӑмра ҫӗрмелли япала кӑна-ҫке! Эппин, йӑли-йӗрки те, вӗрентӗвӗ те – этем шухӑшласа кӑларнӑскерсем анчах. 23Вӑл вӗрентӳсем ҫиелтен кӑна ӑслӑн курӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, хӑй ирӗкне Турӑ ирӗкӗ тени те, хӑйне мӗскӗн пек кӑтартса, ӳт-пӗвне хавшатса йӑпанни те ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайниех.
Copyright information for ChvIBTNT