Colossians 3
1Ҫапла вара, Христоспа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлтӗр пулсан, тӳпенелле ӑнтӑлӑр. Унта, Туррӑн сылтӑм енче, Христос ларать. 2Ҫӗр ҫинчи пирки мар, ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр. 3Мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинчи ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫшӑн эсир вилӗ, сирӗн пулас пурӑнӑҫӑр Турӑпа юнашар ларакан Христоспа пӗрле упранать. 4Сирӗн пурӑнӑҫӑр – Христос. Вӑл тепре килсессӗн эсир те Унпа пӗрле мухтавлӑ пулӑр. 5Эппин ҫӗр ҫинчи кӑмӑл-туйӑмсене: аскӑнлӑха, ирсӗрлӗхе, путсӗр кӑмӑл туртӑмне, киревсӗр ӗмӗтсене, ҫӑткӑнлӑха – пӑрахӑр. Ҫӑткӑнлӑх вӑл кӗлеткесене пуҫҫапнипе пӗрех. 6Ҫавӑн пек кӑмӑл-туйӑмлисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет. 7Тахҫан, вӗсемпе пӗрле пурӑннӑ чухне, эсир хӑвӑр та ҫавнашкал кӑмӑл-туйӑм хыҫҫӑн каятӑрччӗ. 8Халӗ ҫавсене йӑлтах: тарӑхӑва, ҫилле, хаярлӑха – пӑрахӑр. Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан хурласа калаҫни, усал сӑмах ан тухтӑр. 9Пӗр-пӗрне ан суйӑр, мӗншӗн тесен эсир кивӗ ҫынна унӑн мӗн пур ӗҫӗ-пуҫӗпех хӑвӑр ҫинчен кивӗ тумтир пек хывса пӑрахрӑр, 10ҫӗннине тӑхӑнтӑр. Турра пӗлес тесе эсир ҫӗнелсе, хӑвӑра Пултаракан евӗрлӗ пулса пыратӑр, 11ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те. 12Ҫапла вара, эсир Турӑ суйласа илнисем пулсассӑн, Унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулсассӑн, ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнӑр. Ҫӗнни тени ҫакӑ пултӑр: хӗрхенӳ, ырӑлӑх, лӑпкӑлӑх, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх. 13Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр. 14Ҫак ҫӗнӗ тум ҫинчен юратулӑх пиҫиххине ҫыхӑр. Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни – юратулӑх. 15Сире пӗр ӳт-пӳ пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗнсе илнӗ. Чӗрӗрсенче Турӑ канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, кӑмӑлӑрсем пархатарлӑ пулччӑр. 16Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр. 17Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗн каласан та – пӗтӗмпех Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр, Ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр.Пӗрлехи ҫӗнӗ пурӑнӑҫри тивӗҫсем
18Эй, арӑмсем! Упӑшкӑрсене пӑхӑнӑр, ҫакӑ сирӗн Хуҫа Турӑ умӗнчи тивӗҫӗр. 19Эсир те, упӑшкисем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе кӑра ан пулӑр. 20Эй, ачасем! Аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшӗнчен те итлӗр, ҫакӑ Хуҫа Турра юрӑхлӑ. 21Эй, ашшӗсем! Ачӑрсен ӗмӗтне татас мар тесен, вӗсене пули-пулми ан тарӑхтарӑр. 22Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр. 23Хӑвӑр мӗн тунине йӑлтах ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн тунӑ пек пӗтӗм чун-чӗререн тӑвӑр. 24Турӑ сире Хӑйӗн еткерне парасса эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Христос Хуҫамӑршӑн тӑрӑшатӑр. 25Кам та кам усал тӑвать, ӑна хӑйне те усалпа тавӑрса парӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех.
Copyright information for
ChvIBTNT