Colossians 4
1Эй, хуҫасем! Чурӑрсемпе тӗрӗс те тӳрӗ пулӑр. Ҫакна астусах тӑрӑр: сирӗн те тӳпере Хуҫӑр пур.Чӗнсе каланисем
2Турра ялан кӗлтӑвӑр; тимлесе, тав туса кӗлтӑвӑр. 3Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та. 4Ӳкӗт сӑмахӗсене манӑн кирлӗ пек вӗрентмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 5Ӗненменнисемпе хутшӑнни сая ан кайтӑр тесен, хӑвӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр. 6Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр.Ҫыру вӗҫӗнчи саламсем
7Ман ҫинчен сире ӗненӳри юратнӑ тӑванӑмӑр, Хуҫамӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи, ӗҫри юлташӑм Тихик каласа парӗ. 8Эсир мӗнле пурӑннине пӗлме, сире хавхалантарма эпӗ ӑна сирӗн пата ятӑм. 9Унпа пӗрле тата Турра чунтан парӑннӑ, ӗненӳри юратнӑ тӑванӑмӑра Онисима ятӑм. Вӑл сирӗн хушшӑртан тухнӑскерех. Вӗсем сире кунти ӗҫ-пуҫ ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. 10Манпа пӗрле тӗрмере ларакан Аристарх тата Варнавӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Марк сире салам яраҫҫӗ. (Хӑвӑр патӑра пырсассӑн Марка хапӑлласа йышӑнӑр тесе сире хушнӑччӗ ӗнтӗ.) 11Тата сире Иуст текен Иисус та салам калать. Иудейсенчен ҫавсем кӑна Турӑ Патшалӑхӗшӗн манпа пӗрле ӗҫлесе тӑчӗҫ, маншӑн чун уҫҫи пулчӗҫ. 12Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать. 13Вӑл сирӗншӗн тата Лаодикипе Иерапольти ӗненекенсемшӗн питӗ тӑрӑшнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп. 14Пирӗн савнӑ тухтӑр Лука тата Димас сире салам яраҫҫӗ. 15Лаодикири ӗненекен тӑвансене, Нимфана тата ун килӗнче пуҫтарӑнакан ӗненекен ушкӑнрисене пирӗнтен салам калӑр. 16Ҫак ҫырӑва хӑвӑр вуласа тухсассӑн ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнрисене вулаттарӑр. Хӑвӑр вара эпир Лаодикине ҫырса янине илсе вулӑр. 17Архипа ҫакна калӑр: «Асту, Хуҫа Турӑ сана Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе лайӑх ту». 18Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асра тытӑр. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.
Copyright information for
ChvIBTNT