Ephesians 1
Саламлани
1Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран – Христос Иисуса чунтан парӑннӑ Ефесри ӗненекенсене. 2Сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.Турра мухтани
3Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, Унӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр. Вӑл пире, Иисус Христоспа пӗрлӗхлисене, чун-чӗмӗн тӗрлӗ пилӗпе ҫӳлти сӑвапа пилленӗ. 4Вӑл пире, Христоспа пӗрлӗхлисене, сӑваплӑ та таса, юратуллӑ пурӑнччӑр тесе, тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ. 5– 6Хӑйӗн чаплӑ ырӑлӑхне мухтамалла пултӑр тесе, Турӑ пире Хӑйӗн ырӑ ирӗкӗпе Иисус Христос урлӑ ывӑллӑха илмешкӗн чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Хӑйӗн савнӑ Ывӑлӗ урлӑ пире ырӑлӑх панӑ. 7Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ. 8Ҫав ырӑлӑха Вӑл пире ытлашшипех панӑ ҫеҫ мар, унпа пӗрле тӗрлӗрен ӑслӑлӑх та, ӑнланулӑх та панӑ. 9Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. 10Ҫакна Вӑл вӑхӑт тулса ҫитсессӗн, ҫӳл тӳперипе ҫӗр ҫинчине пӗрлештерсе, Христоса пуҫ пултарас тесе тунӑ. 11– 12Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ. 13Чӑнлӑх сӑмахне – ҫӑлӑнӑҫӑн Ырӑ Хыпарне – илтсессӗн, Ӑна ӗненсе, эсир те Христоспа пӗрлӗхлӗ пултӑр. Сире, Христоса пула, хӑвӑра пама пулнӑ Святой Сывлӑш пичечӗпе палӑртнӑ. 14Пирӗн Турра мухтава кӑларма тӑрӑшмалла. Турӑ пире ҫылӑх тыткӑнӗнчен тӳлесе илӗ. Эпир Хӑйӗн еткерне тивӗҫессе унччен вара пире Святой Сывлӑш шантарать.Павел кӗлтуни
15Ҫавӑнпа эпӗ те, эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ӗненекенсене пурне те юратни ҫинчен илтрӗм те, 16хамӑн кӗллӗмре сире аса илсе, сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тӑватӑп. 17Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп. 18Хӑй сире чӗнсе илсе шанчӑк панине, Унӑн ӗненекенсене парас еткерӗ епле пысӑк та чаплӑ пулнине сире пӗлтермешкӗн чӗрӗрсене уҫтӑрччӗ тетӗп. 19Пирӗн, Унӑн аслӑ вӑйне пула Ӑна ӗненекенсен, хамӑр ӑшӑмӑрти Унӑн виҫесӗр вӑй-хӑватне пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп. 20Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ. 21Вӑл Христоса пур тӗрлӗ патшасенчен, пуҫлӑхсенчен, вӑйлисемпе хуҫасенчен – кунти пурӑнӑҫра кӑна мар, лери пурӑнӑҫра та – ҫӗрпе пӗлӗт ҫинчи мӗн пур влаҫран та аслӑрах турӗ. 22Вӑл Христоса пуринчен те асли – Чиркӳ Пуҫӗ – туса, пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пӑхӑнмалла турӗ. 23Чиркӳ – Христос Ӳт-пӗвӗ, пурне те Тултараканӑн туллилӗхӗ пулса тӑрать.
Copyright information for
ChvIBTNT