‏ Ephesians 2

Вилӗмрен – чӗрӗлӗхе

1Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ. 2Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха. 3Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ. 4 5Анчах та иксӗлми ырӑлӑхлӑ Турӑ пире, ҫылӑха кӗнӗрен вилнӗскерсене, Хӑйӗн пысӑкран та пысӑк юратулӑхӗпе юратса, Христоспа пӗрле чӗртрӗ. Унӑн ырӑлӑхӗпе эсир ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. 6Вӑл сире, Христоспа пӗрле чӗртсе, ҫӳл тӳпере Христос Иисуспа пӗрле лартнӑ. 7Ҫакна Вӑл пире пулас ӗмӗрте Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн юратулӑхӗнче палӑракан иксӗлми ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ. 8Мӗншӗн тесен эсир Унӑн ырӑлӑхӗпе ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ку вара сирӗн тивӗҫӗр мар, Турӑ парни. 9Ҫӑлӑнӑҫа ӗҫе кура памаҫҫӗ, ҫавӑнпа никам та ӗҫӗсемпе мухтаннӑ ан пултӑр. 10Мӗншӗн тесен пире Турӑ ҫапла пултарнӑ: Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ туса, пире Хӑй палӑртнӑ ырӑ ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн хатӗрленӗ.

Христоспа пӗрлӗхлӗ пулни

11Ӗнтӗ ҫакна ан манӑр: ҫуралнӑ тӑрӑх, эсир тахҫан урӑх халӑх ҫыннисем шутланнӑ. Сире „ӳт кастарнӑ“текеннисем „ӳт кастарманнисем“тетчӗҫ. Ӳт кастарасси вара – этем аллипе тунӑ ӗҫ кӑна. 12Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗнчен те, Турӑ шантарса панӑ халалран та аякра тӑнӑ; ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ. 13Халӗ вара эсир, тахҫан Турӑран аякра пулнисем, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ, Унӑн Юнӗ урлӑ эсир Турӑ патне ҫывхартӑр. 14Мӗншӗн тесен Христос урӑх халӑхсемпе иудейсене ҫураҫтарнӑ, пӗр халӑх туса пӗрлештернӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан чӑрмава аркатнӑ. 15Хӑйӗнпе пӗрлӗхлӗ пултарса иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ этем тӑвас тесе, килӗшӳ кӳрес тесе курайманлӑха Хӑйӗн вилӗмӗпе пӗтернӗ, саккун хушнине Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе пӑрахӑҫланӑ. 16Вӑл Хӑйӗн хӗрес ҫинчи асапӗпе курайманлӑха пӗтерсе, иккӗшӗнчен пӗр туса, вӗсене Турӑпа ҫураҫтарас тенӗ. 17Вара, килсессӗн, Вӑл сире, Турӑран аякрисемпе ҫывӑххисене те, канӑҫлӑх кӳрекен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ. 18Христоса пула ӗнтӗ икӗ халӑхӗшӗн те, пӗр Сывлӑш витӗмӗпе, Ашшӗ патне каймалли ҫул уҫӑлчӗ.

19Ҫапла вара, эсир ҫичӗ ют та мар, ютран килнисем те мар, эсир – Турӑ халӑхӗн пӗр тан ҫыннисемех, Турӑ ачисемех пулатӑр. 20Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй. 21Ҫав тӗп чул ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать. Вӑл, тикӗс купаланса, Хуҫамӑра халалланӑ таса Чиркӳ пулса пырать. 22Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ Сывлӑшӗ пулӑшнипе эсир те Турӑ ҫурчӗ пулса пыратӑр.
Copyright information for ChvIBTNT