Ephesians 3
Павел – ытти халӑхсен ӳкӗтлевҫи
1Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп. 2– 3Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ. 4Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр. 5Этемлӗхӗн иртнӗ ӑрӑвӗсене ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлме паман, анчах та халӗ Святой Сывлӑш ҫав вӑрттӑнлӑха Унӑн сӑваплӑ апостолӗсемпе пророкӗсене уҫса панӑ. 6Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: Ырӑ Хыпар пӗлтернипе ытти халӑхсем те иудейсемпе пӗрлех еткер илме тивӗҫлӗ, вӗсем те пӗр ӳт-пӳ пайӗсемех, вӗсем те Турӑ Иисус Христос урлӑ пама шантарнине илес ҫынсемех. 7Турӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе мана ырӑлӑхне парнеленине пула, эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлесе тӑракан пултӑм. 8Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ. 9– 10Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ. 11Ӗмӗрсем пуҫланичченхи ҫав шухӑшне Турӑ вара Христос Иисус урлӑ, пирӗн Хуҫамӑр урлӑ, пурнӑҫланӑ. 12Унпа пӗрлӗхлӗ пулса, Ӑна ӗненсе, эпир ҫирӗп кӑмӑллӑн та шанчӑклӑн Турӑ патне ҫывхарма пултаратпӑр. 13Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан кулянӑр, вӑл асапсене эпӗ сире мухтава кӑларасшӑн тӳсетӗп. 14Эпӗ ҫавӑнпа та Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗ умне чӗркуҫленетӗп. 15Ҫӳл тӳпери тата ҫӗр ҫинчи кирек епле йӑх-ӑрӑва та ят параканӗ – Вӑл. 16Хӑйӗн мухтавӗн пуянлӑхне кура Вӑл сире вӑй патӑрччӗ, Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ӑшӑрсенчи ҫӗнелнӗ этеме ҫирӗплетсе ӳстертӗрччӗ тесе кӗлтӑватӑп. 17Ӗненӗве пула сирӗн чун-чӗрӗрте Христос пурӑнтӑрччӗ тетӗп. 18Юратулӑх сирӗнте ҫирӗп тымар янӑран сирӗн ытти мӗн пур ӗненекенсемпе пӗрлех ӗненӗвӗн анлӑш-тӑршшӗне, тарӑнӑш-ҫӳллӗшне пӗлмелле пултӑрччӗ, 19чунӑрсене Туррӑн туллилӗхӗпе пӗтӗмпех тултармашкӑн Христосӑн ӑсласа илейми юратулӑхне ӑнланмалла пултӑрччӗ тетӗп. 20Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе пирӗн ӑшӑмӑрта хамӑр ыйтнинчен те, ӗмӗтленнинчен те ытларах Тӑвакана мухтав пултӑр. 21Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ Чиркӳре ламран лама, ӗмӗр-ӗмӗр Турра мухтав пултӑр. Аминь.
Copyright information for
ChvIBTNT