‏ Ephesians 4

Чиркӳ пӗрлӗхӗ

1Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр. 2Йӑваш та сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса-каҫарса пурӑнӑр. 3Турӑ Сывлӑшӗ панӑ пӗрлӗхе пӗр-пӗринпе килӗштерсе упрама тӑрӑшӑр. 4Хӑвӑра Турӑ чӗнсе илсе пӗртен-пӗр шанчӑк панӑ пекех, эсир пӗр ӳт-пӳпе, пӗр чун-чӗмпе пурӑнӑр. 5Хуҫамӑр пӗрре, ӗненӳ пӗрре, шыва кӗни те пӗрре; 6Туррӑмӑр пӗрре, Вӑл пурин Ашшӗ те. Вӑл – пуринчен те ҫӳлте, Хӑйӗн хӑватне пурин урлӑ та тӑвать, Вӑл – пурин ӑшӗнче те. 7Пире кашнинех Христос ырӑлӑх виҫсе панӑ. 8Ҫавӑнпа ҫапла каланӑ та: «Ҫӳле хӑпарсан Вӑл тӑшманӗсене тыткӑна илнӗ, этемсене вара тивӗҫлӗ парнесем панӑ». 9„Ҫӳле хӑпарсан“тени вара мӗне пӗлтерет-ха? Маларах Вӑл ҫӗр тӗпне анса курнине мар-и вара? 10Ҫапла ӗнтӗ, пӗрре анса, тепре ҫӳл тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленсе, Вӑл ҫут тӗнчене Хӑйӗнпе тултарнӑ. 11Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ. 12Ҫав ҫынсене ӗненекенсен сӑваплӑхне ӳстермешкӗн, Турӑшӑн ӗҫлемешкӗн, Христос Ӳт-пӗвне – Чиркӗве – тӗреклетмешкӗн уйӑрса лартнӑ. 13Турӑ Ывӑлне ӗненсе, пӗлме тӑрӑшса, эпир пурте пӗр пуличчен, хамӑр та Христос пекех паха, аталанса ҫитнӗ арсем пуличчен ҫапла пулмалла. 14Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ. 15Пирӗн вара чӑнлӑха пӗлтерсе, юратса чун-чӗрепе Ун патнелле ӳссе ҫӗкленмелле; Христос вӑл – Пуҫ. 16Пӗтӗм Ӳт-пӗвӗн – Чиркӗвӗн – тӗрлӗ пайӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм Ӳт-пӳ пӗрлӗхлӗ, Ӳт-пӗвӗн кашни пайӗ кирлӗ пек ӗҫлет. Пуҫа пула вара пӗтӗм Ӳт-пӳ юратулӑхра ӳссе, хӑйне хӑй аталанса пырать.

Кивӗ пурӑнӑҫран ҫӗнӗ пурӑнӑҫ патне

17Ҫавӑнпа та эпӗ сире Хуҫа Турӑ ячӗпе тархаслатӑп: малашне тӗлсӗр те пушӑ ӑс-пуҫлӑ ытти халӑхсем пек ан хӑтланӑр. 18Вӗсен ӑс-тӑнӗ ҫуталман-ха. Турра пӗлменрен, хытӑ чун-чӗреллӗ пулнӑран вӗсем Турӑран ютшӑнса пурӑнаҫҫӗ. 19Вӗсем, намӑс-симӗсе ҫухатса, нихӑҫан тӑранмасла тем тӗрлӗ ирсӗрленсе, аскӑнлӑха ярӑннӑ. 20Эсир вара апла мар: Христоса ӗненсессӗн епле пурӑнмаллине пӗлетӗр. 21Мӗншӗн тесен эсир Ун ҫинчен илтнӗ, Ӑна ӗненсе чӑнлӑха пӗлнӗ (чӑнлӑх вара – Иисусра). 22Ҫав чӑнлӑха пула ултавлӑ аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ҫӗрӗшсе пӗтекен кивӗ ҫыннӑн пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахӑҫламаллине, 23ӑс-тӑнпа чун-чӗме ҫӗнетмеллине эсир пӗлетӗр. 24Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ, чӑнлӑха пула тӳрӗ те сӑваплӑ пурӑнакан ҫӗнӗ этем сӑнлӑхне йышӑнмаллине те пӗлетӗр.

Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ йӗрки

25Сирӗнтен кашниех, суялӑха пӑрахӑҫласа, хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калатӑр, мӗншӗн тесен эпир пӗр ӳт-пӳ пайӗсем. 26Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр. 27Шуйттана хӑвӑра улталама ан парӑр. 28Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр. 29Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр. 30Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ. 31Кирек епле тарӑхупа хаярлӑх та, ҫилленӳ те, кӑшкӑрашу та, киревсӗр сӑмах та, ытти усаллӑх та сиртен аякра тӑтӑр. 32Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.
Copyright information for ChvIBTNT