Ephesians 5
1Ҫапла вара, юратакан ачисем пек пулса, Турӑ евӗр пулма тӑрӑшӑр, 2пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ. 3Турра ӗненекенсен хӑйсене тивӗҫлӗ тыткаламалла, ҫавӑнпа сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑхпа тӗрлӗ ирсӗрлӗх, ҫӑткӑнлӑх пирки калаҫу та ан пултӑр. 4Тата усал сӑмах калани, пуш сӑмах калаҫни, вырӑнсӑр шӳтлени сире килӗшмест, тав сӑмахӗ кӑна килӗшӳллӗ. 5Ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑрӑр: нимӗнле аскӑнчӑк та, ирсӗр ҫын та, мулшӑн ҫунакан та Христоспа Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеес ҫук. Унашкалли кӗлеткесене пуҫҫапаканпа пӗрех.Ҫутӑ ачисем пек пурӑнасси
6Хӑвӑра пуш сӑмахпа илӗртсе улталама ан парӑр. Унашкаллисене, Турра хирӗҫҫисене, Турӑ ҫилли ҫитет. 7Ҫавӑнпа та вӗсемпе пӗр каварлӑ ан пулӑр. 8Эсир те тахҫан тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ. Халӗ вара, Хуҫамӑрпа пӗр пулса, ҫутӑлӑха тухрӑр. Эппин ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр. 9Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑшӑн ҫимӗҫӗсем ҫаксем: ырӑлӑх, тӳрӗлӗх тата чӑнлӑх. 10Турра мӗн юрӑхлине пӗлмешкӗн тӑрӑшӑр. 11Тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене ан хутшӑнӑр, хутшӑнма мар – питлӗр. 12Мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх ачисен вӑрттӑн ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс. 13Ҫапах та ҫутта пула мӗн питлени палӑрать. Ҫутӑра палӑрни вара йӑлтах курӑнса тӑрать. 14Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ». 15Ҫавӑнпа та астӑвӑр: хӑвӑра ӑссӑррисем пек мар, ӑслисем пек асӑрхануллӑ тытӑр. 16Вӑхӑта хаклама пӗлӗр, мӗншӗн тесен саманисем пит усал. 17Ҫапла вара, ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмешкӗн тӑрӑшӑр. 18Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, вӑл путсӗре кӑларать. Ун вырӑнне чун-чӗрӗре Святой Сывлӑшпа тултарӑр. 19Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра мухтаса юрлӑр. 20Хамӑр Хуҫамӑр Иисус Христос ячӗпе яланах Атте Турра пуриншӗн те тав тӑвӑр, 21Турӑран хӑраса, пӗр-пӗрне итлесе пурӑнӑр.Упӑшкисемпе арӑмӗсем
22Эй, арӑмсем! Упӑшкӑрсене Хуҫа Турра пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр. 23Мӗншӗн тесен Христос – Чиркӗвӗн Пуҫӗ те, Вӑлах – ӗненекенсене Ҫӑлаканӗ те пулнӑ пекех, упӑшки те арӑмӗн пуҫӗ пулса тӑрать. 24Чиркӳ Христоса епле пӑхӑнать, арӑмӗн те пур енчен те упӑшкине пӑхӑнмалла. 25Эй, арҫынсем! Арӑмӑрсене Христос ӗненекенсене юратнӑ пек юратӑр, Вӑл Чиркӳшӗн Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. 26Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес тесе, 27мухтавлӑ Чиркӗвӗн – Хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗн – нимӗнле ҫитменлӗх те ан пултӑр тесе, вӑл сӑваплӑ та таса пултӑр тесе тунӑ. 28Упӑшкисен арӑмӗсене хӑйсен ӳт-пӗвне юратнӑ пекех юратмалла: арӑмне юратакан хӑйне те юратать. 29Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӳт-пӗвне юратман, курайман ҫын ҫук. Хуҫамӑр Хӑйӗн Чиркӗвӗшӗн тӑрӑшнӑ пекех, этем те хӑйӗн ӳт-пӗвне тутӑ та ӑшӑ усрать. 30Эпир вара – Унӑн ӳчӗпе шӑм-шакӗнчен пулнӑ Унӑн Ӳт-пӗвӗн пайӗсем. 31«Ҫавӑнпа та этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ Ҫырнинче. 32Ҫакӑ питӗ пысӑк вӑрттӑнлӑх; ҫак сӑмахсене Христоспа Чиркӳ пирки те каланӑ тесшӗн эпӗ. 33Сирӗнтен кашниех арӑмне хӑйне юратнӑ пек юраттӑр. Арӑмӗ вара хӑйӗн упӑшкине хисеплетӗр.
Copyright information for
ChvIBTNT