Ephesians 6
Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем
1Эй, ачасем! Аҫӑр-аннӗре Хуҫа Турра юрӑхлӑ пек итлӗр, ҫакӑ тӗрӗс пулать. 2Чи малтанхи пил-хушура пама пулнине шантарса ҫапла каланӑ: «Аҫупа аннӳне хисепле; 3вара хӑвна лайӑх пулӗ, ҫӗр ҫинчи кун-ҫулу вӑрӑм килӗ». 4Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене пули-пулми ан тарӑхтарӑр. Вӗсене Хуҫа Турӑ вӗрентӗвӗпе тата ӳкӗчӗпе пӑхса ӳстерӗр.Чурасемпе хуҫисем
5Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене хӑраса-чӗтресе, пӗтӗм чӗререн, Христоса пӑхӑннӑ пек пӑхӑнӑр. 6Йӑпӑлтисем пек, куҫ умӗнче кӑна тӑрӑшкаланҫи ан тӑвӑр; пӗтӗм чунран Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа, Христос чурисем пек пулӑр. 7Ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн ӗҫленӗ пек тӑрӑшса ӗҫлӗр. 8Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: чура-и, ирӗклӗ ҫын-и – пурпӗрех – кашни мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, Хуҫамӑр ӑна ҫавӑн чухлӗ парӗ. 9Эсир те, хуҫасем, чурасемпе ҫавнашкалах ырӑ пулӑр, вӑйпа хӑратма пӑрахӑр. Ҫакна астӑвӑр: вӗсен те, сирӗн те тӳпере пӗр Хуҫа, ҫын кам пулнине Вӑл пӑхмасть.Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр
10Тӑванӑмсем! Тата эпӗ ҫакна каласшӑн: Хуҫа Турӑпа, Унӑн вӑй-хӑвачӗпе тӗрекленӗр. 11Шуйттанӑн вӑрттӑн каварӗсене хирӗҫ тӑмашкӑн Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр. 12Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр. 13Ҫавӑнпа та, хура кунсем ҫитсессӗн хирӗҫ тӑмашкӑн, парӑнмасӑр йӑлтах тӳссе ирттермешкӗн Туррӑн ҫар тумне-хатӗрне илӗр. 14Эппин чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхса, тӳрӗлӗхӗн тимӗр тумне тӑхӑнса, ҫирӗп тӑрӑр. 15Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтермешкӗн хатӗр пулни сирӗн урана тӑхӑнмалли пултӑр. 16Унтан та ытларах, ӗненӗвӗн ум хӳттине тытӑр – унпа эсир шуйттанӑн ухӑ йӗпписене, хӗртнӗскерсене, пурне те сӳнтерме пултаратӑр. 17Тата ҫӑлӑнӑҫӑн шлемне тӑхӑнӑр. Хӑвӑрпа пӗрле чун-чӗм хӗҫне – Турӑ Сӑмахне – илӗр. 18Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр. 19Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 20Сӑнчӑрласассӑн та, эпӗ – Ырӑ Хыпар элчи. Тивӗҫӗме пурнӑҫласа, манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн Ырӑ Хыпар пӗлтересчӗ. Ҫавӑншӑн кӗлтӑвӑр.Сывпуллашни
21Манӑн ӗҫ-пуҫ ҫинчен, эпӗ мӗн туни ҫинчен вара сире Тихик каласа парӗ. Вӑл манӑн юратнӑ ӗненекен тӑванӑм, Хуҫа Туррӑмӑрӑн шанчӑклӑ тарҫи. 22Эпӗ ӑна сирӗн патӑра хамӑр ҫинчен каласа пама тата сире хавхалантарма ятӑм. 23Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан канӑҫлӑх тата ӗненӳллӗ юратулӑх пултӑр сире, тӑванӑмсем. 24Иисус Христос Хуҫамӑра ӗмӗр-ӗмӗр юратакансене пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.
Copyright information for
ChvIBTNT