‏ Galatians 1

Саламлани

1Ҫын кӑмӑлӗпе те, этем ирӗкӗпе те мар, Иисус Христоспа Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Атте Турӑ суйласа илнипе апостола тухнӑ Павелран 2тата кунта манпа пӗрлехи мӗн пур ӗненекен тӑванӑмӑрсенчен – Галатири ӗненекен ушкӑнсене. 3Сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр. 4Пире ҫак тӗнче усаллӑхӗнчен хӑтарас тесе Иисус Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн Атте Туррӑмӑр ирӗкӗпе Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ. 5Турӑ ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ пултӑр. Аминь.

Урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук

6Эсир хӑвӑра Христос ырӑлӑхӗпе чӗнсе илекентен пӑрӑнса ырӑ хыпар текен урӑхла вӗрентӳ хыҫҫӑн ытла та час кайнинчен эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. 7Анчах та урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук! Сире иккӗлентерсе ярса Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӑсас текен ҫынсем кӑна пур. 8Сире кам та пулин эпир маларах вӗрентнинчен урӑхларах вӗрентес пулсассӑн – ҫапла вӗрентекенӗ хӑть эпир пулар, хӑть тӳперен аннӑ ангел пултӑр – ылхан ҫиттӗр ӑна! 9Эпир сире малтан пӗрре каланӑччӗ, халӗ татах тепре калам: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине вӗрентекене ылхан пултӑр. 10Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.

Павел хӑй апостола епле тухни ҫинчен калани

11Эй, тӑвансем, сире хыпарлатӑп: эпӗ сире вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар этемӗн мар. 12Эпӗ ӑна этемрен илтмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос Хӑй пӗлтернӗ. 13Эпӗ иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне еплерех пурӑнни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ, Туррӑн Чиркӗвне пӗтерес тесе, ӗненекенсене хаяррӑн хӗсӗрлеттӗм. 14Аттемӗрсенчен юлнӑ йӑла-йӗркесемшӗн эпӗ виҫесӗр тӑрӑшаттӑм, хамӑр иудей тӗнӗшӗн ман пек ҫунаканни тантӑшсем хушшинче те урӑх ҫукчӗ. 15 16Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм, 17хамран маларах апостола тухнисем патне Иерусалима та каймарӑм. Эпӗ тӳрех Аравине кайрӑм, унтан каллех Дамаска тавӑрӑнтӑм.

18Кайран, тепӗр виҫӗ ҫултан, эпӗ Петрпа тӗл пулма Иерусалима кайрӑм, ун патӗнче икӗ эрнене яхӑн пурӑнтӑм. 19Хуҫамӑрӑн тӑванӗ Иаковсӑр пуҫне эпӗ пӗр апостолпа та курса калаҫман. 20Турӑ умӗнче калатӑп: сирӗн пата ҫырнинче суеҫтерни ҫук. 21Унтан эпӗ Сирипе Килики ҫӗрӗсене кайрӑм. 22Иудейӑра, Христоса ӗненекен ушкӑнсенче, мана никам та палламастчӗ. 23Вӗсем хӑйсене малтан хӗсӗрлекен, ӗненӗве пӗтерес текен ҫын халӗ хӑй ҫав тӗне вӗрентсе ҫӳрет тенине кӑна илтнӗ. 24Вара вӗсем Турра маншӑн мухтанӑ.
Copyright information for ChvIBTNT