‏ Galatians 2

Ытти апостолсем Павела хӑйсен йышне илни

1Унтан, вун тӑватӑ ҫул иртсен, эпӗ Варнавӑпа каллех Иерусалима кайрӑм. Хамӑрпа пӗрле эпир Тита та илтӗмӗр. 2Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм. 3Вара вӗсем манпа пӗрле пынӑ Тита та, вӑл грек пулин те, ӳт кастарма хистемерӗҫ. 4Пирӗн хушшӑмӑрта вӑрттӑн йӗрлекен, тӑвансем пек курӑнма тӑрӑшакан сӑнавҫӑсем те пулчӗҫ. Вӗсем Иисус Христоса ӗненнипе тупнӑ ирӗкӗмӗр пирки вӑрттӑн пӗлсе пире пӑхӑнтарасшӑн пулнӑ. 5Анчах та эпир, Ырӑ Хыпар чӑнлӑхне сирӗн валли упраса хӑварас тесе, вӗсен сӑмахӗсемпе килӗшмерӗмӗр, вӗсене кӑшт та парӑнмарӑмӑр. 6Ятлӑ-сумлӑ ӗненекенсем пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем ӗлӗкрех тем тери чаплӑ пулнӑ пулсан та – маншӑн пурпӗрех. Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть. Вӗсем, ятлӑ-сумлисем, вӗрентӗвӗм ҫумне урӑх нимӗн те хушма каламарӗҫ. 7Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ. 8Мӗншӗн тесен Петра ӳт кастарнисем хушшинче вӗрентме пулӑшакан Турӑ мана та ытти халӑхсем хушшинче Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремешкӗн пулӑшса пычӗ. 9Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ. 10Пире вӗсем чухӑнсене пулӑшса тӑма кӑна хушрӗҫ, эпӗ ҫавна пурнӑҫласа пыма тӑрӑшрӑм та.

Павел Петра ӳпкелени

11Петр Антиохие пырсан эпӗ ӑна йӑнӑш ҫулпа кайнӑран уҫҫӑнах хирӗҫлеме пуҫларӑм. 12Мӗншӗн тесен Иаков янӑ ҫынсем килсе ҫитиччен вӑл маларах урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетчӗ, анчах та вӗсем килсе ҫитсен иудейсенчен шикленнипе урӑх халӑх ҫыннисенчен ютшӑнса-пӑрӑнса ҫӳре пуҫларӗ. 13Ӑна кура ытти иудейсем те хӑйсене икӗ питлӗ тыткала пуҫларӗҫ, ҫапла икӗпитленессинчен Варнава та хӑтӑлса юлаймарӗ. 14Эпӗ вара, вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗн ҫулӗпе тӳрӗ пыманнине курсан, Петра пурин умӗнчех ҫапла каларӑм: «Эсӗ иудей пуҫҫӑнах иудей йӑли-йӗркипе мар, ытти халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнатӑн пулсан, епле-ха тата ытти халӑхсене иудей йӑли-йӗркипе пурӑнма хистетӗн?»

Ӗненӗве пула иудейсемпе ытти халӑхсем ҫӑлӑнӑҫ тупни

15«Эпир ытти халӑхсенчен ҫуралнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем мар, эпир иудей пулса ҫуралнӑ. 16Ҫапах та ҫын саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасса, Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ тӳрре тухасса пӗлсен, эпир те Христос Иисуса ӗнентӗмӗр. Ӗнтӗ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ӗненнипе тӳрре тухса пыратпӑр, мӗншӗн тесен саккун хушнине пурнӑҫласа пынипе пӗр ҫын та тӳрре тухас ҫук. 17Енчен те эпир хамӑр та, Христоспа пӗр пулса тӳрре тухма тӑрӑшаканскерсем, ҫылӑхлӑ пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулса тухать-и вара? Паллах, апла мар. 18Енчен те эпӗ хам пӑснине ҫӗнӗрен тӑватӑп пулсан, эппин мана айӑпламалла. 19Турӑшӑн пурӑнас тенипе манӑн саккуна пӑсма тивет. Ҫапла вара, саккун тӑрӑхах эпӗ саккуншӑн вилнӗ пулса тухать. Эпӗ те Христоспа пӗрлех пӑталаннӑ, 20ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ. 21Эпӗ Турӑ ырӑлӑхне йышӑнмастӑп теместӗп. Енчен те Турӑ умӗнче саккунпа тӳрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать».
Copyright information for ChvIBTNT