Galatians 3
Саккун тата ӗненӳ
1Эй, айван Галати ҫыннисем! Сире кам илӗртсе чӑнлӑхран пистерчӗ? Пӑталанӑ Иисус Христос ҫинчен сире куҫӑн курӑнмалла пуличченех каласа кӑтартманччӗ-и вара? 2Эпӗ сиртен ҫакна кӑна ыйтса пӗлесшӗн: эсир Святой Сывлӑша саккуна тытса пынӑран е ӗненме ӳкӗтленӗрен илтӗр? 3Святой Сывлӑша илнинчен пуҫларӑр та халӗ этем йӑли-йӗркисемпе вӗҫлетӗр, ӗнтӗ эсир ҫав териех айван-и? 4Эсир Христосшӑн тӳссе ирттерни усӑсӑр пулчӗ-шим вара? Е усӑсӑр кӑна пулсанччӗ! 5Сире Турӑ мӗншӗн Сывлӑш парать, хӑватсем кӑтартать? Саккуна тытса пынӑран е Унӑн Хыпарне ӗненнӗрен? 6Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ. 7Ӗнтӗ пӗлсе тӑрӑр: ӗненекенсем – Авраам ачисем. 8Ӗненӗве пула ытти халӑхсем те тӳрре тухасси пирки Ҫырнинчех каланӑ. Турӑ Авраама ун ҫинчен малтанах ҫапла пӗлтернӗ: «Сан урлӑ пур халӑх та пиллӗхлӗ пулӗ». 9Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем Турра чунтан парӑннӑ Авраампа пӗрлех пиллӗх илеҫҫӗ. 10Саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла ҫырнӑ: «Саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те ялан тытса пыман кирек епле ҫын та ылханлӑ». 11Саккунпа кӑна никам та Турӑ умӗнче тӳрре тухаймасси ҫак сӑмахсенчен уҫҫӑнах курӑнать: «Тӳрӗ пурӑнакан ӗненӳпе чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». 12Саккун ӗненӳпе ҫыхӑнман, унта ҫапла каланӑ: «Саккуна пӗтӗмпех тытса пыракан саккуна пула чӗрӗлӗхлӗ пулӗ». 13Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха. 14Ҫакӑ пӗтӗмпех ытти халӑхсем те Авраама панӑ пиллӗхе Иисус Христос урлӑ илччӗр тесе, пире те хамӑра шантарнӑ Сывлӑша ӗненӳпе илмелле пултӑр тесе пулса иртнӗ.Саккун тата Турӑ сӑмах парса шантарни
15Тӑванӑмӑрсем! Этем пурӑнӑҫӗнчен тӗслӗх илсе паратӑп: ҫын алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ халала та никам та улӑштарма е хушса ҫырма пултараймасть. 16Авраампа унӑн йӑхне вара Турӑ Хӑй сӑмах парса шантарнӑ. Асӑрхӑр: Вӑл нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмунти Пӗрне» тенӗ. Ҫав Пӗри вӑл Христос. 17Мӗншӗн ҫапла калатӑп-ха? Мӗншӗн тесен Туррӑн Христос ҫинчен малтанах ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ сӑмахне тепӗр тӑват ҫӗр вӑтӑр ҫултан тин йӗркелесе ҫырнӑ саккун улӑштарма та, пӑрахӑҫлама та пултараймасть. 18Ҫапла вара еткерлӗхе саккунпа илни Турӑ шантарнипе илни пулмасть, анчах та Авраама Турӑ Хӑйӗн еткерне сӑмах парсах шантарнӑ. 19Апла пулсан саккун мӗн тума кирлӗ-ха? Ӑна каярахпа, ҫынсем усал ӗҫсем тума пуҫланӑ пирки, халӑха тытса тӑмашкӑн панӑ. Ангелсем урлӑ ҫураҫтаракана панӑ ҫав саккун Турӑ шантарнӑ «тӑхӑмри Пӗри» киличчен вӑйра тӑнӑ. 20Анчах та ҫураҫтаракан килӗшӳ тӑвакан икӗ ен хушшинче кӑна пулма пултарать, Турӑ вара – пӗрре!Турӑ шантарнӑ еткере илекенсем
21Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ. 22Анчах та Ҫырнинче пурте ҫылӑх тыткӑнӗнче тенӗ. Ҫапла вара Турӑ шантарнине Иисус Христоса ӗненнипе ҫеҫ, ӗненекенсем ҫеҫ илееҫҫӗ. 23Килес ӗненӗве йышӑнма чӗремӗрсем уҫӑличчен, ӗненӳ вӑхӑчӗ ҫитичченех пире саккун сыхласа тӑнӑ. 24Ҫапла вара ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе ҫитерчӗ. 25Ӗненӳ вӑхӑчӗ ҫитнӗренпе вара эпир ача пӑхаканӑн ирӗкӗнчен тухрӑмӑр. 26Мӗншӗн тесен эсир пурсӑр та Христос Иисуса ӗненнипе Турӑ ывӑлӗсем пулса тӑтӑр. 27Христоспа пӗр пулма тӗне кӗрсе эсир Христос сӑнлӑхне йышӑнтӑр. 28Ӗнтӗ иудей та, урӑх халӑх ҫынни те ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук – мӗншӗн тесен Христос Иисус сӑнлӑхӗнче эсир пурте пӗр. 29Енчен те эсир Христосӑн пулсан, эппин эсир Авраам тӑхӑмӗсем, Турӑ шантарнӑ еткере илекенсем пулатӑр.
Copyright information for
ChvIBTNT