Galatians 4
1Тата калам: еткер илекенӗ мӗн пур пурлӑхӑн хуҫи пулин те, ача чухне чураран нимӗн чухлӗ те уйӑрӑлса тӑмасть. 2Ашшӗ палӑртнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхса ӳстерекенсене, пурлӑхне пӑхса упракансене пӑхӑнса тӑрать. 3Эпир те ҫаплах, ача шутӗнче чухне ҫут ҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнса пурӑннӑ. 4Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ. 5Пире саккун тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларттарса ывӑллӑха илес тесе Турӑ ҫапла тунӑ. 6Эсир унӑн ачисем пулнӑран ӗнтӗ сирӗн чун-чӗрӗре Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗн Сывлӑшне янӑ. «Авва ▼▼Авва – еврейла «атте» тенине пӗлтерет.
, Аттем!» – тесе ҫав Сывлӑш Турра чӗнет. 7Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ чура мар, Турӑ ывӑлӗ. Ывӑлӗ пулсассӑн, эппин эсӗ Иисус Христос урлӑ Унӑн еткерне илекенӗ пулатӑн. Каялла ҫул ҫук
8Тахҫан эсир Турра пӗлменрен турӑ маррисене турӑ тесе пуҫҫапса пурӑннӑ. 9Халӗ вара, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн, тата тӗрӗсрех каласан, Турӑ сире пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха эсир ҫут ҫанталӑкӑн халсӑр та мӗскӗн вӑйӗсем патне таврӑнасшӑн, мӗншӗн каллех вӗсен чури пуласшӑн? 10Эсир темӗнле кунсемпе уйӑхсене, вӑхӑтсемпе ҫулсене уяса пурӑнатӑр. 11Эпӗ сирӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑрта вӑй хурса тӑрӑшни харама ан кайтӑрччӗ. 12Эй, тӑвансем! Ман пек пулӑр тесе сире тархаслатӑп. Эпӗ те сирнешкелех. Эсир мана ним туса та кӳрентермерӗр. 13Эпӗ сире чи малтан Ырӑ Хыпар вӗрентнӗ чухне ӳт-пӗвӗм халсӑр пулнине эсир пӗлнӗ. 14Ӳт-пӗвӗм халсӑрришӗн ун чухне эсир мана тиркеме май пур ҫӗртех тиркемерӗр, манран йӗрӗнсе пӑрӑнмарӑр. Эсир мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пекех, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пекех йышӑнтӑр. 15Ун чухнехи телейӗр ӑҫта кайса кӗчӗ халӗ? Ҫакна ҫирӗплетсех калатӑп: ун чухне эсир, кирлӗ пулсан, мана куҫӑрсене кӑларса пама та хатӗрччӗ! 16Ҫапла вара, чӑннине каланӑшӑн эпӗ сирӗн тӑшманӑр пулса тӑтӑм-и? 17Леш ҫыннисем вӗсем сире ырӑ тӑвас тесе мар, пире пӗр-пӗринчен сивӗтсе, сире хӑйсем майлӑ ҫавӑрасшӑн тӑрмашаҫҫӗ. 18Ырришӗн ман умра кӑна мар, яланах тӑрӑшмалла. 19Эй, ачамсем! Христос сӑнарӗ сирӗн чунӑрта пуличченех ача ҫуратакан хӗрарӑм тӳсекен асапа эпӗ каллех тӳсетӗп. 20Ҫак самантра сирӗнпе пӗрле пулӑттӑмччӗ, урӑхларах калаҫӑттӑмччӗ, мӗншӗн тесен халӗ сирӗн пирки ним шухӑшлама та аптӑратӑп.Агарьпе Сарра ҫинчен ытарлӑ калани
21Эй, эсир, саккун йӑлипе пурӑнас текенсем! Каласамӑр мана: саккун мӗне вӗрентнине пӗлетӗр-и эсир? 22Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Авраамӑн икӗ ывӑл пулнӑ. Пӗри – чура хӗрарӑмран, тепри – ирӗклӗ хӗрарӑмран“. 23Анчах та чура хӗрарӑмран ҫурални ытти ачасем пекех ӳтрен ҫуралнӑ, ирӗклӗ хӗрарӑмран ҫурални вара Турӑ шантарса панӑ сӑмахран ҫуралнӑ. 24Ҫакна ытарлӑ каланӑ: икӗ хӗрарӑм икӗ халала пӗлтерет. Пӗри – Синай тӑвӗ ҫинче панӑ йӗрке – Агаре пӗлтерет, унӑн ачисем те чура пулса ҫуралаҫҫӗ. 25Агарь вӑл Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата хальхи Иерусалимпа тӳр килет, мӗншӗн тесен Иерусалим ачи-пӑчи мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать. 26Ҫӳл тӳпери Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл – пирӗн аннемӗр. 27Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Эй, ача тӑвайман, ача ҫуратайман хӗрарӑм, савӑн! Ача ҫуратса асап курманскер, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Ма тесен арсӑр арӑмӑн ачи-пӑчи упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен чылай нумайрах!“ 28Эсир те, тӑвансем, Турӑ шантарнӑ сӑмахран Исаак пек ҫуралнӑскерсем. 29Анчах ун чухне ӳтрен ҫурални Сывлӑшран ҫуралнине епле хӗсӗрленӗ, халӗ те ҫаплах. 30Ҫырнинче ун пирки мӗн каланӑччӗ-ха? «Ирӗклӗ хӗрарӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле еткер ан илтӗрччӗ тесен, чура хӗрарӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа ямалла», – тенӗ унта. 31Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансем, эпир чура хӗрарӑм ывӑлӗсем мар, ирӗклӗ хӗрарӑм ывӑлӗсем.
Copyright information for
ChvIBTNT