‏ Galatians 5

Христоса ӗненекенсем ирӗклӗ

1Ҫапла вара, хамӑра Христос панӑ ирӗклӗхе ҫирӗп упраса пурӑнӑр, каллех чуралӑх пусмӑрне кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр. 2Акӑ эпӗ, Павел, сире калатӑп: ӳт кастарнипех эсир Христосран нимӗнле усӑ та кураймӑр. 3Ӳтне кастаракан кирек епле ҫынна та тата ҫакна калам: унӑн саккуна тӗплӗн пурнӑҫласа тӑмалла. 4Эсир, хӑвӑра саккунпа тӳрре кӑларас текенсем, Христоссӑр тӑрса юлтӑр, Турӑ ырӑлӑхӗсӗр тӑрса юлтӑр. 5Эпир вара, ӗненсе Турӑ Сывлӑшне илнӗскерсем, хамӑра Турӑ тӳрре кӑларасса шанса кӗтсе тӑратпӑр. 6Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.

7Сирӗн ҫул пуҫламӑшӗ аванччӗ. Кам сире чӑнлӑх ҫулӗ ҫинчен пӑрса илсе кайрӗ? 8Ҫултан пӑрӑнма сире, паллах, хӑвӑра чӗнекен Турӑ хистемен. 9Сахал кӑвас тӗпех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе хӑпартать. 10Эсир тек шухӑшӑрсене улӑштармасса, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пуласса шансах тӑратӑп. Сире пӑтратакана вара, вӑл кирек кам пулсан та, айӑплав пулӗ. 11Эй, тӑвансем! Хӑш-пӗрисем эпӗ халӗ те ӳт кастарасси ҫинчен вӗрентетӗп теҫҫӗ. Эппин мана мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ? Эпӗ халӗ те ӳт кастарас пирки вӗрентнӗ пулсан, хӗрес ҫинчен вӗрентни вӗсене чӑрмантарман пулӗччӗ. 12Сире пӑтратакансем вара ӳтне кӑна мар, ыттине те йӑлтах кастарччӑр ара!

13Эй, тӑвансем! Сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗх ӳт-пӗве юрамашкӑн сӑлтав ан пултӑр! Эсир пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса пурӑнӑр. 14Мӗншӗн тесен пӗтӗм саккунӑн тӗш сӑмахӗ ҫакӑ: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат». 15Енчен те эсир пӗр-пӗрне кӑшласа-ҫисе пурӑнатӑр пулсан, асӑрханӑр: пӗр-пӗрне тӗппипех пӗтересси патне ҫитсе тухмалла ан пултӑрччӗ!

Чун-чӗм хушнӑ пек пурӑнӑр

16Ҫавӑнпа та эпӗ сире калатӑп: чун-чӗм хушнӑ пек пурӑнӑр, вара ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каймӑр. 17Мӗншӗн тесен ӳт-пӳ чун-чӗме хирӗҫлишӗн антӑхать, чун-чӗм вара – ӳт-пӗве хирӗҫлине кӑмӑллать. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫырлахайманран эсир чылай чухне хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑваймастӑр. 18Сире чун-чӗм ертсе пырать пулсан, эппин саккун аллинче тӑмастӑр. 19Ӳт-пӳ ӗҫӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: мӑшӑра улталани, аскӑнлӑх, ирсӗрлӗх, намӑссӑрлӑх, 20кӗлеткесене пуҫҫапни, тухату, вӑрҫу-хирӗҫӳ, харкашу, кӗвӗҫӳ, кӑра ҫилӗлӗх, ятлаҫу, тавлашу, илӗртӳ, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен пайланса кайни, 21курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ.

22Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ, 23йӑвашлӑх, чараклӑх. Ҫаксене саккун сивлеймест. 24Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ. 25Енчен те эпир чун-чӗмпе пурӑнатпӑр пулсан, пирӗн чун-чӗм хушнине тӑвас пулать. 26Атьӑр чапшӑн ҫунмасӑр, пӗр-пӗрне тарӑхтармасӑр, пӗр-пӗрне кӗвӗҫмесӗр пурӑнар.
Copyright information for ChvIBTNT