‏ Galatians 6

Ҫын мӗн акӗ, ҫавна вырса илӗ

1Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, чун-чӗмпе пурӑнакансем, ӑна лӑпкӑ кӑмӑлпа тӳрлетӗр. Ҫав хушӑрах хамӑн та ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе харпӑр-хӑй асӑрханса пурӑнтӑр. 2Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхӗсене ҫурмалла пайлӑр, ҫапла туни Христос саккунне пурнӑҫлани пулать те ӗнтӗ. 3Мӗншӗн тесен ним тӗшне тӑман ҫын, хӑйне тем вырӑннех хурса, хӑйне ҫеҫ улталать. 4Кашниех хӑйӗн ӗҫне тимлӗ тутӑр, вара вӑл ҫын мухтавне ӑмсанмӗ, хӑйшӗн хӑй мухтавлӑ пулӗ. 5Кашнин хӑйӗн ҫӗклемӗ. 6Турӑ сӑмахне вӗренекен хӑйӗн мӗн пур туприне вӗрентекенӗпе пайлатӑр. 7Ан улталанӑр: Турра хур тума ҫук! Ҫын мӗн акӗ, ҫавна вырса илӗ. 8Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗшӗн акакан ӳт-пӳренех вилӗм вырса илӗ. Чун-чӗмшӗн акакан вара чун-чӗмрен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ. 9Ырӑ туса ывӑнар мар, вӑй-хал пӗтмесен уншӑн эпир вӑхӑт ҫитсен мӗн акнинех вырса илӗпӗр. 10Ҫапла вара, ҫӗр ҫинче пурӑнас кунсенче пурне те ырӑ тӑвӑр. Уйрӑммӑнах ӗненекен тӑванӑмӑрсене ырӑ тӑвар.

Юлашкинчен асӑрхаттарса тата ырӑ сунса калани

11Малалла хам аллӑмпа ҫыратӑп. Курӑр-ха, сас паллисем епле пысӑк. 12Ҫын умӗнче мухтавлӑ пулас текенсем сире ӳт кастарма хистеҫҫӗ, хӑйсем вара Христос хӗресӗшӗн пире ан хӗсӗрлеччӗр ҫеҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 13Ӳт кастарнисем хӑйсем те саккуна пӑхӑнса пурӑнмаҫҫӗ; сире те, хӑйсене мухтанса ҫӳреме сӑлтав пултӑр тесе ҫеҫ, ӳт кастарасшӑн. 14Ман мухтанассӑм килмест. Мухтансан та эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр хӗресӗпе кӑна мухтанӑп. Ҫав хӗрес ҫинче ку тӗнчене маншӑн пӑталанӑ, мана та тӗнчешӗн пӑталанӑ. 15Мӗншӗн тесен Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулас тесессӗн ӳт каснипе касманни ниме те пӗлтермест, пӗлтерӗшли – ҫӗнӗ ҫын пуласси. 16Ҫак йӗркепе пурӑнакансене, Турӑ суйланӑ Израиль ӗненекенӗсене канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр!

17Ӗнтӗ мана никам та тек чӑрмав ан кӳтӗр, мӗншӗн тесен Иисус Хуҫамӑр суранӗн йӗрӗсем манӑн ӳт-тирӗм ҫинче те юлнӑ. 18Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр тивлечӗ сирӗн чун-чӗмре пултӑр. Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT