‏ Hebrews 1

Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ

1Турӑ ӗлӗк-авал пирӗн мӑн асаттесемпе пророксем урлӑ нумай хутчен тата тӗрлӗ майлӑн калаҫнӑ. 2Ҫак юлашки вӑхӑтсенче вара Вӑл пирӗнпе Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Вӑл Ывӑлне пӗтӗм тӗнчене еткерлӗхе панӑ, Ывӑлӗ урлӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ. 3Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ. 4Хӑйне Турӑ панӑ чаплӑ ят ангелсен ятӗнчен чаплӑрах пулнӑ пекех, Вӑл Хӑй те ангелсенчен чаплӑрах пулса тӑчӗ.

Турӑ Ывӑлӗ ангелсенчен аслӑрах

5Чӑнах та, Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ – Санӑн Аҫу». Тата пӗр ангел ҫинчен те: «Эпӗ Унӑн Ашшӗ пулӑп, Вӑл Манӑн Ывӑлӑм пулӗ», – тесе каламан. 6Хӑйӗн Малтанхи Ывӑлне ҫут тӗнчене килтернӗ чухне Вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ ангелӗсем пурте Ӑна пӑхӑнса пуҫҫапчӑр». 7Ангелсем пирки ҫапла каланӑ: «Эсӗ, Турӑ, ангелусене ҫил евӗр тӑватӑн, тарҫусене те вутланакан ҫулӑм евӗр тӑватӑн». 8Ывӑлӗ пирки вара ҫапла каланӑ: «Эй, Турӑҫӑм, Санӑн престолу ӗмӗрлӗх, Хӑвӑн патшалӑхун тытӑмӗн палли – патша туйи – тӗрӗслӗхлӗ. 9Эсӗ тӗрӗслӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн. Ҫавӑнпа та Сана, Турӑҫӑм, Хӑвӑн Аҫу, Хӑвӑн Турру ыттисенчен ытларах савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрсе суйларӗ». 10Тата ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, пӗлӗтсем те – Санӑн аллу ӗҫӗсем. 11Вӗсем пӗтӗҫ, Эсӗ яланах пулӑн. Вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ. 12Эсӗ вӗсене тумтир пек чӗркӗн те улӑштарӑн, вӗсем улшӑнӗҫ. Эсӗ кӑна нихӑҫан улшӑнми, куну-ҫулу та вӗҫленми». 13Тата Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар». 14Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?
Copyright information for ChvIBTNT