Hebrews 10
1Саккун паракан ырӑлӑх – пулас чӑн-чӑн ырӑлӑхсен мӗлки кӑна. Ҫулсерен тӑтӑшах пӗрешкел парнепе Турӑ патне пыракансене вӑл нихӑҫан та чи паха шая ҫитереймест. 2Ахальлӗн ҫынсем парне кӳме пӑрахӗччӗҫ, мӗншӗн тесен парне кӳрекенсем, пӗрре ҫылӑхран тасалнӑскерсем, хӑйсем ҫылӑхлине пӗлми пулӗччӗҫ. 3Ҫуллен Турра кӳрекен парне вара ҫылӑх ҫинчен астутарсах тӑрать. 4Мӗншӗн тесен пӑрупа качака юнӗ ҫылӑха пӗтерме пултараймасть. 5Ҫавӑнпа та Христос, тӗнчене килсе, ҫапла калать: «Ахаль парне те, пусса панӑ парне те Сана кирлӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа Эсӗ Мана ӳт-пӳллӗ турӑн. 6Пӗтӗмӗшпе ҫунтарнӑ парне те, ҫылӑхшӑн пусса панӑ парне те Сана юрӑхлӑ пулмарӗ. 7„Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ! – терӗм вара Эпӗ. – Кӗнекере Ман ҫинчен ҫырнӑ пекех, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм“». 8Саккунпа кӳрекен парнесенчен: «ахальли те, пусса пани те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пани те, ҫылӑхшӑн кӳни те Сана юрӑхлӑ мар», – тенӗ Вӑл малтан. 9«Эй, Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм», – тенӗ Вӑл кайран. Ҫапла майпа кайран каланине ҫирӗплетмешкӗн малтан каланине пӑрахӑҫланӑ. 10Христос Хӑйӗн ӳтне Турӑ ирӗкӗпе пӗрре тата яланлӑха парнелӗхе кӳнипе эпир тасалнӑ. 11Кашни священниках кунсерен Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрать, пӗрешкел парнесемех нумай хутчен Турра кӳрет, анчах вӑл парнесем ҫылӑха нихӑҫан та пӗтереймеҫҫӗ. 12Христос вара, пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗрре парне кӳрсе, Туррӑн сылтӑм енне ӗмӗрлӗхех ларнӑ. 13Унтан Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвиччен кӗтнӗ. 14Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре парне кӳрсех Хӑй сӑвапласа тасатнисене яланлӑхах чи паха шая ҫитернӗ. 15Ун ҫинчен Святой Сывлӑш та ҫирӗплетсе пӗлтерет. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: 16«Ҫав кунсем иртсен, – тет Хуҫа Турӑ, – Эпӗ вӗсене ҫак халала парӑп, Хамӑн саккуна вӗсен чӗрисене хывӑп, ӑс-пуҫне ҫырса хурӑп». 17«Вӗсен ҫылӑхӗсемпе йӗркесӗрлӗхне те аса илмӗп», – тет Турӑ. 18Эппин, ҫылӑха каҫарнӑ пулсан, ҫылӑхшӑн парне кӳмелле мар.Чӗнсе тата асӑрхаттарса калани
19Ҫапла вара, тӑванӑмӑрсем, Иисус Христос Юнне пула эпир Тасаран таса вырӑна ҫӗнӗ те чӗрӗлӗхлӗ ҫулпа кӗме хӑятпӑр. 20Ҫав ҫула Вӑл пире чаршав урлӑ, урӑхла каласан, Хӑйӗн ӳчӗ урлӑ ҫӗнӗрен уҫса панӑ. 21Чаплӑ священникӑмӑра Турӑ кил-ҫуртне пӑхса тӑмашкӑн лартнӑ. 22Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер. 23Хамӑр ӗненекен шанчӑка иккӗленмесӗр чунтан парӑнар, мӗншӗн тесен Шантараканӗ Хӑйӗн сӑмахне яланах тытать. 24Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар. 25Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер. 26Енчен те эпир чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн та хамӑр ирӗкпех ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн парне кӳме пирӗн урӑх нимӗн те тӑрса юлмасть. 27Вара пирӗн хӑраса суда кӗтмелли тата Турра хирӗҫҫисене тӗп тӑвасла хаяр вута кӗтмелли ҫеҫ юлать. 28Кам та пулин Моисей саккунне пӑснине икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, пӑсаканнине вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ. 29Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ! 30Ҫак сӑмахсене Кам каланине пӗлетпӗр-ҫке-ха: «„Манра – тавӑру, Эпӗ тавӑрса парӑп“, – тет Хуҫа Турӑ». Тата Вӑл ҫапла каланӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑй халӑхне суд тӑвӗ». 31Чӗрӗ Турӑ аллине лекесси епле хӑрушӑ! 32Иртнӗ кунсене, ӗненсе ҫутта тухнӑ хыҫҫӑн хӑрушӑ асап тӳссе паттӑрлӑх кӑтартнӑ кунсене, аса илӗр-ха. 33Пӗр енчен, сире пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑлласа хур тӑватчӗҫ; тепӗр енчен, хӑвӑр юлташӑрсем ҫакна тӳснине курса тӑратӑрччӗ. 34Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ. 35Малашне те ҫавнашкалах шанчӑкӑра сӳнме ан парӑр, уншӑн сире аслӑран та аслӑ сӑвап пулӗ. 36Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр. 37Мӗншӗн тесен «кӗтмелли нумаях та юлмарӗ, Килмелли часах килӗ, вӑрах кӗттермӗ. 38Тӳрӗ пурӑнакан ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ. Енчен те вӑл Манран пӑрӑнсан, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑма юрӑхлӑ пулмӗ». 39Эпир вара Турӑран пӑрӑннӑ пӗтес ҫынсем мар, ҫирӗп ӗненсе чунӑмӑрсене ҫӑлса хӑварас текен ҫынсем.
Copyright information for
ChvIBTNT