‏ Hebrews 11

1Ӗненӳ шанчӑка тултарать, курӑнманнине те курӑнмалла тӑвать. 2Ҫакнашкал ӗненӳшӗн мӑн асаттемӗрсене Турӑ ырлани паллӑ. 3Ӗненӗве пула эпир ҫут тӗнчене Турӑ Хӑй сӑмахӗпе пултарнине, курӑнманнинчен курӑнаканни пулса кайнине пӗлетпӗр. 4Ӗненӗве пула Авель Турра Каинран юрӑхлӑрах парне кӳнӗ. Ӗненӗве кура Турӑ, унӑн парнине йышӑнса, вӑл тӳрӗ пулнине кӑтартса панӑ. Авель вилнӗ пулин те, ӗненӗве пула халӗ те пирӗнпе калаҫать. 5Ӗненӗве пула Еноха та виличченех ҫӳле, тӳпене куҫарнӑ: «Турӑ Хӑй патне илнӗрен вара ӑна шырасан та тупайман». Ку тӗнчерен илӗничченех Турӑ «ӑна кӑмӑлланине» пӗлтернӗ. 6Ӗненӳсӗр вара Турӑ кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма ҫук, мӗншӗн тесен Ун патне ҫывхараканӑн Турӑ пуррине тата Турӑ Хӑйне шыракансене сӑвап парассине ӗненмелле. 7Ӗненӗве пула Ной та, Турӑ мӗн пуласси ҫинчен асӑрхаттарсан, Турра хисеплесе хӑранипе хӑйӗн кил-йышне ҫӑлмашкӑн карап тунӑ. Мӗн пуласси ун чухне уҫӑлман пулнӑ-ха. Ӗненӗве пула вӑл, ҫак пӗтӗм тӗнчене айӑпласа, ӗненӳрен килекен тӳрӗлӗхӗн еткерне илме тивӗҫ пулнӑ.

8Ӗненӗве пула Авраам та, Турӑ хушнине итлесе, хӑй еткере илес ҫӗр-шыва тухса кайнӑ. Тухнӑ чухне вӑл хӑй ӑҫта каясса та пӗлмен. 9Ӗненӗве пула вӑл хӑйне сӑмах парса шантарнӑ ҫӗр-шывра, ют ҫӗрти пек, чатӑрсенче пурӑннӑ. Исаакпа Иакова та Турӑ ҫав ҫӗр-шыва еткерлӗхе пама пулнӑ. Каярахпа вӗсем те унта ҫавнашкалах пурӑннӑ. 10Авраам Турӑ ӑсталаса лартас ҫирӗп никӗслӗ хула ҫинчен ӗмӗтленнӗ. 11Ӗненӗвне пула, ача туман Саррӑн, ватӑлнӑ пулин те, ҫие юлнӑ, ача ҫуралнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Шантараканӗ сӑмахне тытасси пирки иккӗленмен. 12Ҫавӑнпа ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ пӗр этемрен йышлӑ ӑру пулса кайнӑ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчисем пек, Авраам тӑхӑмне ӗнтӗ шутласа та кӑлараяс ҫук. 13Шантарни пурнӑҫланнине курма май килмен пулин те, вӗсем пурте ӗненӳпех вилнӗ. Вӗсем Турӑ шантарни хӑҫан та пулин ҫитессе пӗлнипех савӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче хӑйсем ҫулҫӳревҫӗсем, ютран килнӗскерсем пулнине уҫҫӑнах каланӑ. 14Ҫапла калакансем хӑйсен тӑван ҫӗр-шывне шырани куҫкӗретех. 15Хӑйсем тухса кайнӑ тӑван ҫӗр-шывне асра тытнӑ пулсан вӗсем унта тавӑрӑнма май тупнӑ пулӗччӗҫ. 16Анчах та вӗсем лайӑхрах ҫӗр-шывалла, тӳпери ҫӗр-шывалла ӑнтӑлнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Хӑйне вӗсен Турри тесе калама вӑтанмасть, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.

17Авраам, ӗненӗве пула, Турӑ хӑйне тӗрӗсленӗ чухне Исаака парне кӳме хатӗр пулнӑ. Ӑна Турӑ сӑмах парса шантарнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне Турра парне кӳме хатӗр пулнӑ. 18Ҫакна вӑл Турӑ хӑйне: «Санӑн тӑхӑму Исаакран пуҫланӗ», – тесе каланине пӗлсе тӑнӑ ҫинчех тунӑ. 19Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилнисене те чӗртсе тӑратма пултарать, тесе шухӑшланӑ вӑл. Чӑнах та, вилес Исаака та Турӑ чӗртсе тӑратнӑ. Ҫакна Вӑл малашнехине пӗлтермешкӗн тунӑ. 20Ӗненӗве пула тата малашлӑхшӑн Исаак Иаковпа Исава пилленӗ. 21Ӗненӗве пула Иаков, хӑй вилес умӗн, Иосифӑн ывӑлӗсене иккӗшне те пил панӑ. Унтан, туйи ҫине таянса, Турра пуҫ тайнӑ. 22Ӗненӗве пула Иосиф та вилес умӗн Израиль халӑхӗ Египетран тухасса пӗлтернӗ, кайран хӑйӗн шӑмми-шаккипе мӗн тумаллине те хушса хӑварнӑ. 23Ӗненӗве пула ашшӗ-амӑшӗ Моисея ҫуралнӑ хыҫҫӑн виҫӗ уйӑха яхӑн пытарса усранӑ. Ачи епле хитре пулнине курсан вӗсем патша хушнине те итлемен. 24Ӗненӗве пула Моисей, ӳссе ҫитӗнсен, хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ. 25Ҫылӑхлӑ та вӑхӑтлӑх киленӳсемпе савӑнса пурӑниччен Турӑ халӑхӗпе пӗрле нушаланам тенӗ вӑл. 26Турӑ тавӑрса парасса пӗлнӗрен вӑл Турӑ Суйласа илнин хурлӑхне Египет пуянлӑхӗнчен маларах хунӑ. 27Ӗненӗве пула вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑрах Египетран тухса кайнӑ. Ӑна, Курӑнманскере, курнӑ пекех, Моисей Унӑн ирӗкне ҫирӗп пурнӑҫланӑ. 28Ӗненӗве пула вӑл, Израиль ҫыннисен пирвайхи ачисене вӗлерекенӗн алли ан тӗкӗнтӗр тесе, пасха туса алӑк суллисене юнпа сӑрласа палӑртса тухнӑ. 29Ӗненӗве пула Израиль ҫыннисем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ тип ҫӗр урлӑ каҫнӑ пекех каҫма пултарнӑ. Египет ҫыннисем вара, вӗсем пекех каҫма тӑрсан, путса вилнӗ. 30Ӗненӗве пула Турӑ ҫыннисем хула тавра ҫичӗ кун хушши утса ҫавӑрӑннӑ хыҫҫӑн Иерихон хӳми ишӗлсе аннӑ. 31Раав ятлӑ аскӑн хӗрарӑм, ӗненӗве пула, Турра пӗлменнисемпе пӗрле вилмен, мӗншӗн тесен Израилӗн вӑрттӑн сӑнавҫисене кӑмӑллӑн йышӑннӑ, хӑй патӗнче ҫӗр каҫарнӑ, кайран урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ.

32Тата мӗн калам? Гедеон, Варак, Самсон, Иеффай, Давид ҫинчен тата Самуилпа ытти пророксем ҫинчен каласа памашкӑн вӑхӑт та ҫитеймӗ. 33Ӗненӗве пула ҫав ҫынсем патшалӑхсене ҫӗнтернӗ, тӳрӗлӗхлӗ пурӑнӑҫ тунӑ, Турӑ шантарнине илме пултарнӑ. Вӗсем арӑслансене йӑвашлатнӑ, 34хаяр вут-ҫулӑма сӳнтернӗ, хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ, халсӑрскерсем вӑй илнӗ, вӑрҫӑра паттӑр пулнӑ, тӑшман ҫарӗсене хӑваласа янӑ. 35Вилнисене, чӗртсе тӑратса, хӗрарӑмсене тавӑрса панӑ. Хӑшӗ-пӗрисем, Турӑшӑн вилмеллех асап курнисем, лайӑхрах пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлсе тӑрас тесе, сӗннӗ ирӗклӗхе те йышӑнман. 36Теприсене тата мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ, сӑнчӑрласа тӗрмене хупнӑ. 37Вӗсене чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчкӑпа татнӑ, асаплантарнӑ, хӗҫпе вӗлернӗ. Вӗсем, сурӑх е качака тирӗсем пӗркенсе ярса, ӗмӗрӗсене ҫапкаланса ҫӳресех ирттернӗ, ҫити-ҫитми, хӗн-хурлӑ, ҫын кулли пулса пурӑннӑ. 38Вӗсен, тӗнчерен те аслӑ ҫынсен, пуш хирсемпе сӑрт-тусем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме, ҫӗр хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсенче пурӑнма тивнӗ. 39Турӑ вӗсен ӗненӗвне ырланӑ, анчах та сӑмах парса шантарнине вӗсем кӗтсе илеймен. 40Мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене пирӗнпе пӗрле кӑна чи паха шая ҫитерме шутланӑ. Турӑ пирӗн валли эпир кӗтнинчен те чаплӑраххи хатӗрлесе хунӑ иккен.
Copyright information for ChvIBTNT