‏ Hebrews 12

Турӑ сире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурать

1Пире курса-пӗлсе тӑракансем пирӗн йӗри-тавра пӗлӗт пек нумай. Ҫавӑнпа та, ӗнсе ҫинчи ҫӗклеме илсе персе, ҫылӑх тӑллине татса, хамӑр утас ҫула тӳсӗмлӗн утса тухар. 2Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ. 3Халсӑрланса кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӗтерес мар тесен, ҫылӑхлӑ ҫынсен мӑшкӑлне Тӳсекенӗ пирки шухӑшлӑр. 4Эсир, ҫылӑхпа кӗрешсе, юн тӑкман-ха. 5Ашшӗ ывӑлӗсене каланӑ пек, Турӑ хӑвӑра лӑплантарса каланӑ ҫак сӑмахсене эсир маннӑ: «Ывӑлӑм! Хуҫа Турӑ айӑплавне тӗрӗс хакла, Вӑл сана питлет пулсан, хуйха ан ӳк. 6Мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ Хӑйне савакана асап кӑтартать, Хӑй кӑмӑллакан ывӑлне чӗн пушӑпа ӑс парать». 7Ҫавӑнпа та, инкек-синкек килсе тухсан, Турӑ пире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хучӗ тейӗр. Ашшӗ айӑпламан ывӑл пулать-и? 8Мӗн пур ывӑлсене айӑпланӑ пекех сире айӑпламарӗҫ пулсан, эсир вара чӑн ывӑлсем мар, тӑван мар ывӑлсем кӑна. 9Ҫӗр ҫинчи атте пире айӑпласан эпир ӑна итлетпӗр, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакана пирӗн тата ытларах итлемелле мар-им вара? Ӑна итлени пурӑнӑҫ парать-ҫке-ха! 10Ҫӗр ҫинчи аттесем пире хӑйсен тӗрӗслӗхӗпе вӑхӑтлӑха кӑна айӑпланӑ. Чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакан вара пире усӑ тӑвас тесе, Хӑйӗн сӑвапне парас тесе айӑплав хурать. 11Кирек епле айӑплав та ҫав вӑхӑтра савӑнтармасть, кулянтарать. Ҫапла ӑс пани каярахпа пире тӳрӗлӗхпе канӑҫлӑх ҫимӗҫӗ парать. 12Ҫавӑнпа та лӑштӑр кайнӑ ал-урӑрсене тӗреклетӗр, 13уксахлакан урӑр ан мӑкӑлтантӑрччӗ, сиплентӗрччӗ тесе, тӳрӗ сукмакпа утӑр.

Турӑ ырӑлӑхне йышӑнманнисене асӑрхаттарни

14Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр. 15Сирӗнтен хӑшӗ те пулин Турӑ ырӑлӑхне ҫухатасран асӑрханӑр. Йӳҫек тымартан наркӑмӑшлӑ хунав тухса сиен ан тутӑрччӗ, нумай ҫынна ан ирсӗрлеттӗрччӗ. 16Сирӗн хушшӑрта, Исав пек, Турӑран пӑрӑннисем е Турра хисеплеменнисем ан пулччӑр. Исав еткере тивӗҫлӗ малтанхи ачи пулнӑ. Вӑл ҫав тивӗҫе чашӑк яшкалла сутса янӑ. 17Пӗлетӗр ӗнтӗ, кайран Исав ашшӗн пилне илесшӗн питӗ ҫуннӑ, анчах ӑна пил паман. Куҫҫулӗпе йӗрсе айӑпне йышӑнсан та ӳкӗнме мехел ҫитереймен.

18Эсир, Израиль халӑхӗ пек, вут-ҫулӑм сирпӗтекен тата чӑн-чӑн ту патне ҫывхармарӑр; тӗттӗмлӗх, сӗмлӗх тата тӑвӑл патне ҫывхармарӑр; 19эсир труба сасси патне, тӳпери сасӑ патне ҫывхармарӑр. Тӳперен килекен сӑмахсене илтес мар тесе ҫынсем Турра тархасласа йӑлӑннӑ. 20Мӗншӗн тесен «ҫак ту ҫумне тискер кайӑк сӗртӗнсессӗн те, ӑна чулпа е ухӑпа персе вӗлерӗҫ» тесе хӑйсене чарнине ҫынсем тӳсеймен. 21Ҫак курӑну питӗ хӑрушӑ пулнӑран Моисей: «Эпӗ хӑранипе чӗтретӗп», – тенӗ. 22Эсир вара Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Турӑ хули патне, тӳпери Иерусалим патне, пин-пин ангел патне ҫывхартӑр. 23Эсир савӑнмашкӑн пухӑннӑ малтанхи ывӑлсен Чиркӗвӗ патне ҫывхартӑр. Вӗсен ятне тӳпере ҫырса хунӑ. Эсир пурне те Суд тӑвакан Турӑ патне, паха шая ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсен чунӗсем патне ҫывхартӑр. 24Эсир Хӑй урлӑ ҫӗнӗ халал панӑ Иисус патне, сӑваплатса сирпӗтмелли Юн патне, ҫывхартӑр. Авель юнӗпе танлаштарсан, Иисус юхтарнӑ Юн чылай мухтавлӑрах.

25Асӑрханӑр, Турӑ каланине итлемесӗр ан тӑрӑр. Хӑйсене ҫӗр ҫинче асӑрхаттарса калакана итлемен ҫынсем айӑпа юлнӑ пулсан, эпир вара, тӳперен Калакантан пӑрӑнсан, пушшех те айӑплӑ пулӑпӑр. 26Ун чухне Турӑ сасси ҫӗре кисрентернӗ, халӗ вара Вӑл ҫапла сӑмах панӑ: «Ҫӗре кӑна мар, тӳпене те татах кисрентерӗп». 27«Татах» тени кисренменни яланах пулмашкӑн кисренекенни, пултарнӑскер, улшӑнасса пӗлтерет. 28Ҫавӑнпа та пирӗн, кисренмен Патшалӑха тивӗҫлисен, пархатарлӑ пулмалла. Ҫав пархатарпа Турра юрӑхлӑн, чунтан хисеплесе те хӑраса Турӑшӑн тӑрӑшар. 29Мӗншӗн тесен пирӗн Туррӑмӑр – йӑлтах пӗтерекен вут-ҫулӑм та.
Copyright information for ChvIBTNT