‏ Hebrews 13

Турра юрӑхлӑ пуласси

1Ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр. 2Ютран килнӗ ӗненекенсемпе тараватлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пӗлмесӗрех ангелсене хӑна туса янӑ. 3Хӑвӑр вӗсемпе пӗрле ларнӑ пекех, тӗрмере ларакан ӗненекенсене аса илсех тӑрӑр. Хӑвӑр вӗсемпе пӗрле асап курнӑ пекех, асап куракансене те асрах тытса тӑрӑр. 4Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ хисепре пултӑр, мӑшӑрсем пӗр-пӗрне ан улталаччӑр. Улталакансене тата аскӑнланакансене Турӑ суд тӑвӗ. 5Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп». 6Ҫавӑнпа та эпир ҫирӗп кӑмӑлпа ҫапла калатпӑр: «Мана Хуҫамӑр пулӑшать, эпӗ нимӗнрен те хӑрамӑп, ҫын мана мӗнех тӑвайӗ?» 7Хӑвӑра Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ ӳкӗтлевҫӗсене асрах тытса тӑрӑр. Вӗсем тивӗҫлӗ пурӑнса тивӗҫлӗ вилнине курсассӑн, вӗсем пекех ӗненме тӑрӑшӑр. 8Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗр – Ҫавах. 9Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр. 10Пирӗн хамӑрӑн парне вырӑнӗ пур, ун ҫинчи Турра кӳнӗ ҫимӗҫе кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑракансен те ҫиме юрамасть. 11Ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑх-чӗрлӗх юнне аслӑ священник Тасаран таса вырӑна илсе кӗрет, пуснӑ выльӑх-чӗрлӗхне вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ. 12Ҫавӑнпа та Иисус, ҫынсене Хӑйӗн Юнӗпе сӑвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашӗнче асап курнӑ. 13Вӑл тӳснӗ мӑшкӑла хамӑр ҫие илер те Ун патне тулашне тухар. 14Мӗншӗн тесен кунта пирӗн ялан пурӑнмалли хула ҫук, пулас хулана эпир ӑнтӑлса шыратпӑр. 15Ҫапла вара, Турра яланах Иисус урлӑ мухтав парни кӳрсе тӑрар, урӑхла каласан, тута-ҫӑварӑмӑрсемпе Ӑна мухтар. 16Пӗрне-пӗри ырӑ тума ан манӑр, туслӑ пурӑнӑр – Турра шӑпах ҫакнашкал парнесем юрӑхлӑ.

17Хӑвӑр вӗрентӳҫӗрсене итлӗр, пӑхӑнӑр. Вӗсем сирӗншӗн Турӑ умӗнче яваплӑ, ҫавӑнпа вӗсем сирӗн чунӑршӑн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр тесе (вӗсем хуйхӑрса ӗҫленинчен сире усӑ пулас ҫук), вӗсене пӑхӑнӑр. 18Эпир тӗрӗс пурӑнасчӗ тетпӗр, ҫавӑнпа хамӑр чунсем тасине шанатпӑр. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. 19Турӑ мана хӑвӑртрах сирӗн патӑра тавӑрӑнмалла тутӑрччӗ тесе уйрӑмах хытӑ кӗлтӑвӑр.

Пиллени тата салам яни

20Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри, 21Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлаччӑр тесе, сире ырӑ ӗҫсем тума май патӑр. Иисус Христос урлӑ Вӑл пире Хӑйне юрӑхлӑ пек тутӑр. Христоса ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Аминь.

22Тӑванӑмӑрсем! Ҫак ӳкӗт сӑмахӗсене йышӑнсамӑр. Ҫырасса та эпӗ кӗскен кӑна ҫыртӑм. 23Тата Тимофей тӑванӑмӑра тӗрмерен кӑларса янине пӗлсемӗр. Ҫывӑх вӑхӑтрах вӑл ман патӑма килес пулсан, иксӗмӗр те сирӗнпе курнӑҫма тӑрӑшӑпӑр.

24Хӑвӑра вӗрентекенсемпе ӗненекенсене пурне те салам калӑр. Италирисем те сире салам яраҫҫӗ. 25Сире пурне те Турӑ тивлечӗ пултӑр! Аминь.
Copyright information for ChvIBTNT