Hebrews 2
Аслӑ ҫӑлӑнӑҫ
1Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла. 2Мӗншӗн тесен ангелсем урлӑ пӗлтернӗ саккун ҫирӗп пулсан, ҫав саккунран иртсе айӑпа кӗнишӗн тивӗҫлӗ тавӑру илмелле пулсан, 3эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ. 4Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.Ҫӑлӑнӑҫ Ҫулпуҫӗ
5Эпир каласа пӗлтерекен пулас ҫут тӗнчене Турӑ ангелсене пӑхӑнса тӑмалла туман. 6Ҫырнинче пӗр тӗлте такам ҫапла ҫирӗплетсе калани пур: «Мӗншӗн Эсӗ ҫынсемшӗн тӑрӑшатӑн? Мӗншӗн Эсӗ этем ывӑлӗшӗн тӑрӑшатӑн? 7Вӑхӑтлӑха Эсӗ ӑна ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн та унтан ӑна мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартрӑн, Ху аллупа пултарнӑ япаласен хуҫи турӑн ▼▼Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Ху аллупа пултарнӑ япаласен хуҫи турӑн» сӑмахсем ҫук.
, 8пӗтӗмпех унӑн аллине патӑн». Пурне те ҫынна пӑхӑнтартӑн, пӑхӑнманни нимскер те хӑвармарӑн. Хальлӗхе вара эпир ҫынна пурте пӑхӑннине курмастпӑр-ха. 9Анчах та вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех пулнӑ Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине куратпӑр. Ҫапла вара, Турӑ тивлечӗпе Вӑл пирӗншӗн кашниншӗн вилнӗ. 10Мӗн пурри – Турӑшӑн, мӗн пурри – Турӑран. Хӑйне ӗненекен ачисене мухтавлӑ тӑвакан Туррӑн ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен Ҫулпуҫне асап кӑтартса асла кӑлармалла пулнӑ та. 11Мӗншӗн тесен Тасатаканӗн те, тасалаканӗсен те Ашшӗ пӗрре, ҫавна пула вӗсене тӑвансем темешкӗн вӑтанмасӑр Вӑл ҫапла калать: 12«Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекен ушкӑнра Сана мухтаса юрлӑп». 13Тата: «Эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп», – тенӗ. Унтан тата: «Акӑ Эпӗ тата Турӑ Мана панӑ ачамсем», – тенӗ. 14Ҫавӑнпа та ачасем ӳтлӗ-юнлӑ пулнӑран, вӗсем пек пулас тесе, Вӑл Хӑй те ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакна Вӑл Хӑйӗн вилӗмӗпе шуйттанӑн, вилӗм пуҫлӑхӗн, хӑватне пӗтерес тесе, 15вилӗмрен хӑранипе ӗмӗр тӑршшӗпех чуралӑхра пурӑнакансене пурне те хӑтарас тесе тунӑ. 16Паллах, Вӑл ангелсене мар, Авраам йӑхне пулӑшмашкӑн килнӗ. 17Турӑ умӗнче ҫынсен ҫылӑхне каҫарттармашкӑн, хӗрхенӳллӗ те шанчӑклӑ Аслӑ священник пулмашкӑн Унӑн пур енчен те тӑванӗсем пекех пулмалла пулнӑ. 18Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй, асаппа тӗрӗсленнӗскер, халӗ асап куракансене пулӑшма пултарать.
Copyright information for
ChvIBTNT