‏ Hebrews 3

Христос Моисейран аслӑрах

1Эй, сӑваплӑ тӑванӑмӑрсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр ӗненӗвӗмӗр апостолӗ, Аслӑ священник Иисус Христос ҫинчен шухӑшлӑр-ха. 2Турӑ кил-ҫуртӗнче Моисей епле шанчӑклӑ пулнӑ, Вӑл та Хӑйне Аслӑ священника лартнӑ Турӑ умӗнче шанчӑклӑ. 3Кил-ҫурт лартакан ҫурт-йӗрӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Христос та Моисейран ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах. 4Мӗншӗн тесен кирек епле кил-ҫурта та кам та пулин пултарать, пурне те пултараканӗ вара – Турӑ. 5Моисейӑн Турӑ малашне мӗн пӗлтерессине каласа ҫирӗплетмелле пулнӑ, вӑл Турӑ кил-ҫуртӗнче пур енчен те шанчӑклӑ тарҫӑ пулнӑ. 6Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.

Турӑ халӑхӗн канӑҫлӑхӗ

7Ҫавӑнпа та Святой Сывлӑш калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан, 8пуш хирте Мана тӗрӗсленӗ кун ӳпкеленӗ чухнехи пек чӗрӗрсене ан хытарӑр. 9Унта, Эпӗ мӗн тунине хӗрӗх ҫул курса тӑнӑ ҫинчех, Мана мӑн аслаҫӑрсем тӗрӗслерӗҫ. 10Ҫавӑнпа Эпӗ вӑл ӑрӑва ҫилленсе ҫапла каларӑм: кусем шухӑш-кӑмӑлӗпе яланах аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫул-йӗрӗме пӗлес темерӗҫ. 11Ҫавӑнпа Эпӗ, вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, ҫиллӗмпе тупа турӑм».

12Тӑванӑмӑрсем! Сирӗнтен хӑшӗ те пулин усал та ултавлӑ чӗреллӗ пуласран, чӗрӗ Турӑран пӑрӑнасран асӑрханӑр. 13Сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫылӑх илӗртнипе чунне ан хытартӑр тесе, „паян“теме май пур чухне пӗр-пӗрне куллен ӳкӗтлӗр. 14Малтанхи ҫирӗп ӗненӗве вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Христоспа пӗр пая кӗреетпӗр. 15Ҫырнинче калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан, ӳпкелешнӗ чухнехи пек чӗрӗрсене ан хытарӑр». 16Мӗншӗн тесен ҫав сасса илтсессӗн Моисейпа Египетран тухнисенчен хӑшӗ-пӗрисем – пурте мар – ӳпкелешме пуҫланӑ. 17Хӗрӗх ҫула яхӑн Турӑ кама ҫилӗ тытса тӑнӑ-ха? Ҫылӑха кӗрсе шӑмми-шаккисене пуш хиртех хӑварнисене мар-и вара? 18Вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, Хӑйне итлеменнисене хирӗҫ тупа туман-им вара Вӑл? 19Куратпӑр ӗнтӗ: хӑйсен ӗненменлӗхне пула вӗсем чӑнах та канӑҫлӑха кӗреймен.
Copyright information for ChvIBTNT