‏ Hebrews 4

1Ҫапла вара асӑрханар: Турӑ Хӑйӗн канӑҫлӑхне кӗртме сӑмах пани вӑйра тӑнӑ чухне сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗмешкӗн кая ан юлтӑрччӗ. 2Мӗншӗн тесен вӗсене хыпарланӑ пекех, пире те канӑҫлӑха кӗме хыпар тунӑ. Анчах та вӗсем илтнӗ сӑмах, итлекенсен ӗненӗвӗпе пӗр пулаймасӑр, усса кайман. 3Эпир вара, ӗненнисем, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗреетпӗр. Турӑ Хӑйӗн ӗҫне тӗнчене пултарсанах вӗҫленӗ пулин те, ҫапла каланӑ: «Эпӗ, вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, ҫиллӗмпе тупа турӑм». 4Мӗншӗн тесен Ҫырнинче пӗр тӗлте ҫапла калани пур: «Ҫиччӗмӗш кунне вара Турӑ Хӑйӗн мӗн пур ӗҫӗсенчен каннӑ». 5Ку тӗлте вара: «Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр», – тенӗ. 6Пӗрисем, Турӑ канӑҫлӑхне кӗме хӑйсене малтанах хыпарланӑ пулин те, пӑхӑнман пирки унта кӗреймен. Унта теприсене кӗмелле тунӑ, вӗсем валли 7Турӑ темле „паян“текен кун палӑртать. Чылай вӑхӑт иртсен Турӑ ун ҫинчен, маларах пӗрре каланӑ пек, Давид сӑмахӗсемпе калать: «Паян Унӑн сассине илтес пулсан, эсир чӗрӗрсене ан хытарӑр». 8Енчен те Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх парайнӑ пулсан, Турӑ урӑх канӑҫлӑх кунӗ ҫинчен каламан пулӗччӗ. 9Эппин Турӑ халӑхӗн канӑҫлӑха кӗресси малта-ха. 10Мӗншӗн тесен Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын, Турӑ Хӑйӗн ӗҫӗсенчен каннӑ пекех, ӗҫӗсенчен канӑҫӗ. 11Ҫапла вара, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресчӗ тесе тӑрӑшар. Итлеменнисенчен тӗслӗх илсе никам та унта кӗреймесӗр ан юлтӑрччӗ. 12Мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗ чӗрӗлӗхлӗ, ӗҫлӗхлӗ. Вӑл ик енӗ те ҫивӗч хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл пирӗн ӑша ҫав тери тарӑн – чун-чӗрепе шӑм-шак таранах – витерет. Турӑ сӑмахӗ чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет. 13Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.

Иисус – Аслӑ священник

14Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ Аслӑ священник пур, Вӑл Турӑ Ывӑлӗ Иисус, ҫавӑнпа ӗненӗвӗмӗре ҫирӗп тытса пурӑнар. 15Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ. 16Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.
Copyright information for ChvIBTNT