Hebrews 5
1Кирек епле аслӑ священника та ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн кӗлтума, Турра ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме ҫынсем хушшинченех суйласа лартаҫҫӗ. 2Пӗлменнипе е аташнипе ҫылӑха кӗнисене вӑл хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесен хӑй те ҫитменлӗхсӗр мар. 3Ҫавӑнпа та унӑн хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те, ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн те Турра парне кӳрсе тӑмалла. 4Никам та хӑй тӗллӗн аслӑ священника лараймасть. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама ӑна, Аарона чӗнсе илнӗ пекех, Турӑ чӗнсе илет. 5Христос та аслӑ священник тивӗҫне Хӑй тӗллӗн илмен. Турӑ Ӑна: «Эсӗ Манӑн Ывӑлӑм, паян Эпӗ Санӑн Аҫу пулса тӑтӑм», – тесе ҫак тивӗҫе панӑ. 6Тепӗр тӗлте Турӑ ҫапла калать: «Эсӗ, Мелхиседек евӗрлех, ӗмӗрлӗх священник». 7Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ. 8Вӑл, Турӑ Ывӑлӗ пулин те, асап витӗр тухса, пӑхӑнмашкӑн вӗреннӗ. 9Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ. 10Вара Турӑ Ӑна Мелхиседек евӗрлех Аслӑ священника лартнӑ.Турӑран пӑрӑнасран асӑрхаттарни
11Кун пирки калаҫмалли нумайччӗ, анчах та сире, итлеменскерсене, тӑнлантарма йывӑр. 12Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекен пулмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, анчах та сире Турӑ сӑмахне каллех пуҫламӑшӗнченех вӗрентмелле, сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ. 13Сӗтпе тӑранса пурӑнакан чӑнлӑх сӑмахне пӗлеймӗ, мӗншӗн тесен вӑл ача-ха. 14Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗннисем валли, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнӑҫ курнӑ, ырӑпа усала уйӑрма пӗлеҫҫӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT