‏ Hebrews 6

1 2Ҫавӑнпа та Христос вӗрентӗвӗн пуҫламӑшӗнчен тулли пӗлӳ патне хӑвӑртрах куҫар. Никӗсри ансат чӑнлӑхсем ҫинчен: ҫылӑхлӑ ӗҫсем тума пӑрахасси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, тӗне кӗрессипе алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх суд ҫинчен тӑтӑшах калаҫар мар, Вӑл вӗрентнине тӗплӗнрех пӗлсе ҫитме васкар. 3Турӑ ирӗк парсан эпир ҫапла тӑвӑпӑр та. 4 5 6Ҫакнашкал ҫынсем те пур: вӗсем чӑн ҫутта тухнӑ, ҫӳлти сӑвапа астивнӗ, Святой Сывлӑш илнӗ. Ҫак ҫынсем Туррӑн ырӑ сӑмахне илтнӗ, лери пурӑнӑҫ вӑй-хӑватне те курнӑ. Ҫаксем пӗтӗмпех ырӑлӑх пулнине пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем Турӑран пӑрӑннӑ. Вӗсене ӗнтӗ ӳкӗнтерсе каялла тавӑрма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ Ывӑлне тепӗр хут пӑталаҫҫӗ, мӑшкӑл тӑваҫҫӗ. 7Тӑтӑш ҫуса тӑракан ҫумӑра сӑхса, ӗҫлекене тыр-пул ӳстерсе паракан ҫӗр Турӑран пиллӗх илет. 8Пиҫенпеле хыт-хура ӳстерекен ҫӗр вара ниме юрӑхсӑр, ылхана тивӗҫ. Вӑл вутра ҫунса пӗтӗ.

9Ҫапах та, савнӑ тӑвансем, эпир ҫак сӑмахсене каларӑмӑр пулин те, сирӗн лару-тӑру лайӑхрах тесшӗн. Эсир ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӑнине пӗлетпӗр. 10Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть. 11Эпир сирӗнтен кашниех тулли шанчӑклӑ пулмашкӑн вӗҫне ҫитичченех ҫавнашкал тӑрӑштӑр тетпӗр; 12Сирӗнтен пӗри те ан наянлантӑр, хӑйсен ӗненӗвӗпе тӳсӗмлӗхне пула шантарнӑ еткере илме тивӗҫлисем пек пултӑр тетпӗр.

Турӑ сӑмах парса шантарни

13Турӑ, Авраама сӑмах панӑ чухне, Хӑйӗнчен аслӑраххи нимӗн те пулманран Хӑйӗнпе тупа тунӑ. 14Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пиллемеллипех пиллӗп, санӑн йышна хунанӑҫемӗн хунамалла тӑвӑп». 15Ҫапла майпа, ҫирӗп тӳсӗмлӗхне пула Авраам хӑйне шантарнине тивӗҫ пулнӑ. 16Ҫынсем яланах хӑйсенчен аслӑраххипе тупа тӑваҫҫӗ, сӑмах панине тупа туса ҫирӗплетсен, кирек епле тавлашу та вӗҫленет. 17Ҫавӑнпа Турӑ та, еткер илме тивӗҫлисене Хӑйӗн ирӗкне улӑштарас ҫуккине кӑтартса, Хӑй сӑмах панине тупапа ҫирӗплетнӗ. 18Икӗ япалара – сӑмах панинче тата тупа тунинче – Турӑ суйма пултараймасть. Ҫакна Вӑл пирӗн, Хӑйӗн хӳттине пынисен, умри шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесе тунӑ. 19Ҫав шанчӑк чунӑмӑрсемшӗн тӗрек евӗр; вӑл чаршав хыҫӗнчи Тасаран таса вырӑна та кӗрет. 20Унта пирӗншӗн, Мелхиседек евӗр ӗмӗрлӗх Аслӑ священник пулса, пирӗн умран Иисус кӗнӗ.
Copyright information for ChvIBTNT