Hebrews 7
Аслӑ священник Мелхиседек
1Мелхиседек Салим патши тата Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ. Вӑл Авраама патшасене ҫӗнтерсе тавӑрӑннӑ чухне кӗтсе илнӗ те пилленӗ. 2Авраам вара Мелхиседека вӑрҫӑра ҫӗнсе илнӗ пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне панӑ. Унӑн ятне икӗ тӗрлӗ ӑнлантарма пулать: пӗрремӗшӗнчен, Мелхиседек тени „чӑнлӑх патши“тени пулать; иккӗмӗшӗнчен, Салим патши тени „канӑҫлӑх патши“тени пулать. 3Унӑн ашшӗ-амӑшне те, мӑн аслашшӗсене те никам та пӗлмест, унӑн пурӑнӑҫӗн пуҫламӑшӗпе вӗҫӗ те паллӑ мар. Турӑ Ывӑлӗ евӗрлех, вӑл ӗмӗрлӗх священник пулса тӑрать. 4Хӑвӑрах куратӑр: пирӗн йӑх тӗпӗ Авраам хӑй те ӑна вӑрҫӑра туртса илнӗ чи лайӑх пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне панӑ пулсан, еплерех чаплӑ пулнӑ вӑл! 5Саккунпа килӗшӳллӗн, священника тухнӑ Левий тӑхӑмӗсен халӑхран пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне пуҫтармалла. Ҫав вуннӑмӗш пая вӗсем Авраам урлӑ тӑван лекекен ҫынсенченех пуҫтараҫҫӗ. 6Мелхиседек вара, Левий йӑхӗнчен мар пулин те, Турӑ сӑмах парса шантарнӑ Авраамран пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне илнӗ те ӑна пилленӗ. 7Паллӑ ӗнтӗ, пил паракан пил илекентен аслӑрах. 8Пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне кунта вилӗмлӗ ҫынсемех пуҫтараҫҫӗ, унти Мелхиседек пирки вара Ҫырнинче вилнӗ тесе ҫирӗплетмен. 9Вуннӑмӗш пай пуҫтаракан Левий хӑй те Авраам урлӑ Мелхиседека пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне панӑ теме пулать. 10Мӗншӗн тесен Мелхиседек Авраама тӗл пулнӑ чухне Левий ҫуралман-ха, вӑл Авраам тӑхӑмӗнче ҫураласси кӑна пулнӑ. 11Енчен те Левий йӑхӗнчен тухнӑ священниксем халӑха чи паха шая ҫитерейсен (халӑха ун чухне панӑ саккун шӑпах левитлӑх ҫинче никӗсленсе тӑрать), Аарон евӗрлӗ мар, Мелхиседек евӗрлӗ тепӗр Аслӑ священник мӗн тума кирлӗччӗ? 12Священника тухасси улшӑнни саккуна та улӑштармаллине пӗлтерет. 13Кам пирки калаҫатпӑр, Ҫавӑ пачах урӑх йӑх-несӗлтен вӗт-ха, вӑл йӑхран никам та нихӑҫан та парне вырӑнӗ умӗнче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑман. 14Пирӗн Хуҫамӑр, паллӑ ӗнтӗ, Иуда йӑхӗнчен тухнӑ. Вӑл йӑхри ҫынсем священника ларасси пирки вара Моисей пӗр сӑмах та каламан. 15Мелхиседек евӗрлӗ тепӗр Священник килни ҫакна уҫҫӑнах кӑтартса парать. 16Вӑл этемле йӑх-несӗл йӗркипе мар, вилӗмсӗр пурӑнӑҫ хӑвачӗпе Священника ларнӑ. 17Ҫырнинче ҫапла пӗлтернӗ: «Эсӗ – Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗх священник». 18Малтанхи йӗркене вара хавшак та усӑсӑр пулнӑран улӑштарнӑ. 19Моисей саккунӗ ниме те чи паха шая ҫитереймен пирки пире ҫӗнӗ шанчӑк панӑ та ӗнтӗ. Ҫав шанчӑка пула эпир Турӑ патне ҫывхаратпӑр. 20Иисуса Аслӑ священника лартнӑ чухне Турӑ тупа тунӑ. 21Ыттисене пӗрне те священника тупа туса лартман. Куна вара Турӑ тупа туса ҫапла каланӑ: «Тупа тунӑ Хуҫа Турӑ Хӑй сӑмахне улӑштармӗ: Эсӗ – Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗх Священник». 22Ку вӑл лайӑхрах халал ҫирӗплӗхне шантараканӗ Иисус пулнине пӗлтерет. 23Ытти священниксем нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен пӗрисем вилсен вӗсем вырӑнне теприсем ларнӑ. 24Анчах та Иисус ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, ӗмӗр-ӗмӗр Священник пулӗ. 25Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ. 26Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ. 27Унӑн, ытти священниксем евӗр, куллен чи малтан – хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн, унтан халӑх ҫылӑхӗшӗн Турра парне кӳмелле мар. Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре Хӑйне Хӑй парнене кӳнӗ. 28Саккун тӑрӑх аслӑ священника лартнӑ ҫынсем – ҫитменлӗхлӗ ахаль ҫынсемех. Саккун хыҫҫӑнхи тупа сӑмахӗ вара Аслӑ священника ӗмӗрлӗх паха Турӑ Ывӑлне лартнӑ.
Copyright information for
ChvIBTNT