Hebrews 8
Ҫӗнӗ тата лайӑхрах Халалӑн Аслӑ священникӗ
1Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ; 2Вӑл чӑн-чӑн кӗлӗ чатӑрӗн Тасаран таса вырӑнӗнче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрать; ҫав чатӑра этем мар, Хуҫа Турӑ Хӑй лартнӑ. 3Кирек епле аслӑ священника та ахаль парнесене тата пуснӑ парнесене Турра кӳме лартаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн Священникӑн та Турра кӳрес парни пулмалла. 4Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсан, священник та пулмӗччӗ. Мӗншӗн тесен кунта саккунпа килӗшӳллӗн Турра парне кӳрекен священниксем пур. 5Вӗсем ҫӗр ҫинче сӑваплӑ вырӑнта Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑн тӳперин мӗлки тата ӗлки кӑна. Мӗншӗн тесессӗн чатӑр лартма пуҫласан Турӑ Моисея ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Асту, – тенӗ Вӑл, – пӗтӗмпех хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту». 6Анчах та Иисуса шанса панӑ ӗҫ ытти священниксем тӑвакан ӗҫрен тем тери пахарах. Ҫавнашкалах Турӑ этеме Ун урлӑ панӑ ҫӗнӗ халал та малтанхинчен пахарах. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ халал Турӑ лайӑхраххине шантарни ҫинче никӗсленсе тӑрать. 7Енчен те малтанхи халалӗ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулсан, ҫӗнӗ халал парас та ҫукчӗ. 8Ҫавӑнпа та вӗсене ӳпкелесе пророк ҫапла калать: «Эпӗ Израиль ҫыннисене, Иуда ҫыннисене ҫӗнӗ халал парас кунсем ҫывхараҫҫӗ, – тет Хуҫа Турӑ. 9– Ку халал вӗсен мӑн аслашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египетран илсе тухнӑ чухне панӑ халал пек пулмӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Манӑн халала пӑхӑнса пурӑнас темерӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсенчен пӑрӑнтӑм, – тет Хуҫа Турӑ. 10– Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ. 11Мана пурте, кӗҫӗннинчен пуҫласа чи асли таранах, пӗлнӗ пирки ун чухне никам та пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене: „Хуҫа Турра пӗл“, – тесе каламӗ. 12Мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсен тӗрӗсмарлӑхне хӗрхенсе каҫарӑп, ҫылӑхӗсемпе йӗркесӗрлӗхне те аса илмӗп». 13Ҫак халала „ҫӗнӗ“тесе, Вӑл малтанхи кивелнине палӑртнӑ: кивелни вара усӑсӑра тухса часах пӗтмелле.
Copyright information for
ChvIBTNT