Hebrews 9
Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрасси
1Малтанхи халалӑн та Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмалли йӑли-йӗркисем тата ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑнӗ пулнӑ. 2Кӗлӗ чатӑрӗ туса лартнӑ, унӑн малти пӳлӗмӗнче ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ. Малти пӳлӗме „Таси“тенӗ. 3Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче „Тасаран таси“текен пӳлӗм пулнӑ. 4Унта ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тата йӗри-тавра ылтӑнланӑ халал арчи пулнӑ. Ҫав арчара маннӑ тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ кӑларнӑ туйи тата халал сӑмахӗсем ҫырнӑ чул хӑмасем пулнӑ. 5Арча хупӑлчи ҫинче мухтавлӑх херувимӗсен кӗлеткисем пулнӑ, ҫуначӗсемпе вӗсем „ҫылӑх каҫарттармалли“текен вырӑна хупласа тӑнӑ. Вӑхӑта перекетлесе ытти япаласем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑмӑпӑр. 6Ҫакнашкал йӗркеленӗ кӗлӗ чатӑрӗн малти пӳлӗмне Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн священниксем куллен кӗреҫҫӗ. 7Иккӗмӗш пӳлӗмне вара пӗртен-пӗр аслӑ священникӑн ҫулталӑкра пӗрре кӑна кӗме юрать. Вӑл унта, парне выльӑхӗн юнне сирпӗтсе, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн Турӑран каҫару ыйтать. 8Кӗлӗ чатӑрне ҫапла йӗркеленипе Святой Сывлӑш ҫакна кӑтартса парать: малти пӳлӗмӗ пур чухне Тасаран таса текен пӳлӗм уҫӑ мар-ха. 9Ҫак тӗслӗхре хальхи вӑхӑт та сӑнарланнӑ: нимӗнле ахаль парне те, нимӗнле пусса панӑ парне те Турра пуҫҫапаканӑн чун-чӗрине аталантарса ҫитереймест. 10Тӗрлӗ парне таврашӗ ӗҫсе ҫиес, ҫӑвас йӑлана туса пымаллине кӑна палӑртать. Ӳт-пӳпе кӑна ҫыхӑннӑ ҫак йӑла-йӗркене Турӑ ҫынсене ҫӗнӗ йӗркеччен кӑна тытса пымалла тунӑ. 11– 12Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ. 13Енчен те качакапа пӑру юнне, тына пӑру кӗлне сирпӗтсе ирсӗрленнисене тасатма пулать пулсан, 14Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ. 15Ҫавӑнпа та Турӑ этеме панӑ ҫӗнӗ халал Ун урлӑ пулнӑ. Христос пире малтанхи халал саманинче тунӑ ҫылӑхсемшӗн Хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илнӗ, ҫапла майпа Турӑ шантарнӑ ӗмӗрлӗх еткере илме тивӗҫлисем Турӑ пама пулнине илччӗр тенӗ. 16Халалӗ пур пулсан, халаллаканӗ вилнине ҫирӗплетмелле. 17Мӗншӗн тесен халал сӑмахӗ халаллаканӗ вилсен ҫеҫ вӑя кӗрет, халал параканӗ чӗрӗ чухне вӑл вӑйра мар. 18Ҫавӑнпа та ӗнтӗ малтанхи халала та юнпа ҫирӗплетнӗ. 19Моисей, мӗн пур халӑха саккунри пӗтӗм пил-хушусене пӗлтерсе, пӑрупа качака юнӗ, шыв, хӗретнӗ ҫӑм тата иссоп туратне илнӗ те халал кӗнеки ҫине, халӑх ҫине сирпӗтнӗ. 20Сирпӗтнӗ чухне вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак юн – Турӑ пире пӑхӑнса пурӑнма хушнӑ халала ҫирӗплетекен юн». 21Унтан вӑл кӗлӗ чатӑрӗ ҫине те, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чух тыткалакан пур япаласем ҫине те юн сирпӗтнӗ. 22Саккунпа килӗшӳллӗн, пурне те тенӗ пекех юнпа тасатмалла, юн тӑкмасӑр каҫару та пулмасть.Христос Хӑйне парнелӗхе кӳни ҫылӑхран хӑтарать
23Эппин тӳперин ҫӗр ҫинчи ӗлкисене ҫапла майпа тасатмалла, анчах та тӳперине ку парнесенчен те лайӑхраххипе кӑна тасатма пулать. 24Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ. 25Аслӑ священник юн илет те кашни ҫулах Тасаран таса вырӑна парне кӳме кӗрет. Христос вара Хӑйӗн пурӑнӑҫне нумай хутчен памасть. 26Апла мар пулсан, тӗнчене пултарнӑранпа Унӑн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччӗ. Вӑл вара тӗнче пӗтмӗшӗнче, Хӑйне Хӑй Турра пӗр хут парнелӗхе кӳрсе, ҫылӑха пӗтермешкӗн килнӗ. 27Этеме пӗрре кӑна вилме пӳрнӗ, кайран унӑн Суд умне тӑмалла. 28Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT