James 2
Ҫын камне пӑхассинчен асӑрхаттарни
1Эй, тӑванӑмсем! Эсир, мухтавлӑ Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненекенсем, ҫынна кам пулнине кура ан хаклӑр. 2Калӑпӑр, сирӗн пухӑва капӑр тумланнӑ, ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ ҫын пырать. Тата пухӑва начар ҫи-пуҫлӑ чухӑн та пырать. 3Эсир капӑр тумланнӑ ҫынна асӑрхасан: «Сана ҫакӑнта ларсан лайӑхрах пулӗ», – тетӗр. Чухӑннине вара: «Эсӗ ҫавӑнта тӑр», е «Ман ура вӗҫне лар», – тетӗр. 4Ҫапла туса эсир хӑвӑр ӑшӑрта пӗрисене теприсенчен ҫӳлерех хумастӑр-им? Тӗрӗс мар шухӑшлакан судьясем пулса тӑмастӑр-им? 5Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им? 6Эсир вара чухӑна хапӑл тумастӑр. Сире пусмӑрлакансем пуянсем мар-им? Сире судсем тӑрӑх сӗтӗрекенсем те вӗсем мар-им? 7Сире Христос ячӗпе чӗнеҫҫӗ. Ҫав ырӑ ята хурлакансем те вӗсемех мар-им? 8«Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат», – тенӗ Ҫырнинче. Енчен те эсир ҫак патшалла саккуна тытса пурӑнатӑр пулсан аван тӑватӑр. 9Енчен те эсир ҫын камне пӑхатӑр пулсан ҫылӑха кӗретӗр, Турӑ саккунӗпе айӑплӑ пулатӑр. 10Мӗншӗн тесен саккуна пӗтӗмӗшле пӑхӑнса пурӑнсан та, пӗр-пӗр пил-хушӑва пӑссан, эсир пӗтӗм саккуна пӑсатӑр. 11«Мӑшӑрна ан ултала», – тесе Калаканниех тата: «Ан вӗлер», – тенӗ. Ҫавӑнпа та эсӗ мӑшӑрна улталамасан та, ҫын вӗлерсен, саккуна пӑсакан пулатӑн. 12Эсир ӗнтӗ хӑвӑра ирӗклӗх паракан саккунпа айӑпланас ҫынсем пек калаҫӑр, пурӑнӑр. 13Мӗншӗн тесен хӗрхенме пӗлменнисене Турӑ сучӗ те хӗрхенмӗ. Хӗрхенӳ вара судран та аслӑрах.Ӗненӳ тата ӗҫсем
14Эй, тӑванӑмсем! Ӗненетӗп текен, анчах ӗненӗвне ӗҫпе ҫирӗплетмен ҫынран мӗн усси? Ҫавнашкал ӗненӳ ӑна ҫӑлса хӑварӗ-и? 15Ӗненекен тӑванӑн тӑхӑнмалли те, ҫимелли те ҫук пулсан, 16сирӗнтен хӑшӗ те пулин ӑна мӗн кирлине памасӑрах: «Канӑҫлӑ каях, ӑшӑн тата ҫисе тӑран», – тенинчен мӗн усси? 17Ӗненӳ те ҫавнашкалах, ӗҫпе ҫирӗплетмесен, хӑй халлӗн кӑна – вилӗ. 18Анчах кам та пулин ҫапла калама пултарать: «Пӗрин ӗненӗвӗ пур, теприн – ӗҫӗ». Ӗҫӳпе ҫирӗплетмен ӗненӗве эсӗ мана епле кӑтартӑн? Эпӗ вара сана хам ӗненнине ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп. 19Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ. 20Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и? 21Пирӗн мӑн асатте Авраам хӑйӗн Исаак ывӑлне Турра кӳме парне вырӑнӗ ҫине хунӑ. Ҫапла вӑл ӗҫӗпе тӳрре тухман-им вара? 22Куратӑн ӗнтӗ, унӑн ӗненӗвӗ ӗҫӗпе килӗшсе тӑнӑ, ӗҫне кура унӑн ӗненӗвӗ чи паха шая ҫитнӗ. 23Вара Ҫырнинче калани пурнӑҫланнӑ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Турӑ тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ». Авраама вара «Туррӑн тусӗ» тесе чӗнме пуҫланӑ. 24Куратӑн ӗнтӗ, этем ӗненӳпе кӑна мар, ӗҫӗсемпе тӳрре тухать. 25Ҫавнашкалах аскӑн хӗрарӑм Раав та Турӑ умӗнче ӗҫӗсемпе тӳрре тухман-им? Вӑл вӑрттӑн сӑнавҫӑсене ҫӗр выртма кӗртнӗ, кайран урӑх ҫулпа тартнӑ. 26Ҫапла ӗнтӗ, чун-чӗмсӗр кӗлетке вилӗ пекех, ӗҫсӗр ӗненӳ те вилӗ.
Copyright information for
ChvIBTNT