‏ James 1

Саламлани

1Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр чуринчен Иаковран – пӗтӗм тӗнчипе сапаланнӑ вун икӗ йӑха – салам!

Ӗненӳ тата ӑс

2Эй, тӑвансем! Тӗрлӗ тӗрӗслеве савӑнса-хӗпӗртесе йышӑнӑр. 3Ӗненӗвӗре тӗрӗслени хӑвӑра чӑтӑмлӑх кӳнине эсир пӗлетӗр. 4Чӑтӑмлӑх сире аталантарӗ, вара эсир тулли пахалӑхлӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулӑр. 5Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать. 6Анчах та Турра ӗненӳллӗн, иккӗленмесӗр тархасламалла. Мӗншӗн тесен иккӗленекен ҫын вӑл ҫил ҫӗклентерсе сапалакан тинӗс хумӗ евӗр. 7 8Иккӗленекен ҫын пур тӗлӗшӗнчен те тӗрексӗр. Унашкалли Хуҫа Турӑран мӗн те пулин ыйтса илессе ан та шутлатӑр.

Чухӑнлӑхпа пуянлӑх

9Чухӑн ӗненекен хӑйне Турӑ асла кӑларнӑшӑн савӑнтӑр. 10Пуян ӗненекен те Турӑ хӑйне кӗҫӗне хӑварнӑшӑн савӑнтӑр, мӗншӗн тесен пуянлӑх уй-хир чечекӗ пек пӗтет. 11Хӗвел тухать те, шӑрӑх ҫитет, курӑка ӗнтсе ярать. Курӑкӗ типет те, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать. Мулшӑн ҫунакан пуян та ҫавӑн пекех ҫухалать.

Тӗрӗслев тата илӗртӳ

12Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ. 13Илӗртсе тӗрӗсленӗ чухне никам та: «Турӑ мана тӗрӗслет», – тесе ан калатӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ усалпа ҫыхланмасть, Хӑй никама та илӗртсе тӗрӗслемест. 14Кашниех хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнипе, илӗртнипе улталанать. 15Ҫылӑхлӑ кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать. Тунӑ ҫылӑх вара вилӗм ҫуратать.

16Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ан улталанӑр. 17Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми. 18Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.

Сӑмаха итлесси тата пурнӑҫласси

19Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, калаҫнинчен ытларах итлеме тӑрӑшӑр, ҫилленме ан васкӑр. 20Мӗншӗн тесен ҫилӗ этеме Турӑ тӳрӗлӗхӗнчен пӑрса ярать. 21Эппин тӗрлӗ тасамарлӑхран, юлнӑ ҫилӗрен хӑтӑлӑр. Чунӑрсене ҫӑлма пултаракан ӳкӗт сӑмахне йӑвашшӑн ӑша хывӑр.

22Сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, вӗсем хӑйсене хӑйсем улталаҫҫӗ кӑна. Эсир вара ҫав сӑмаха пурнӑҫлакансем пулӑр. 23Мӗншӗн тесен сӑмаха итлекен, анчах сӑмах хушнӑ пек туман ҫын тӗкӗр ҫинче хӑйӗн сӑнне тинкерекен евӗр. 24Вӑл хӑйне тӗкӗр ҫинче курать, анчах та тӗкӗр умӗнчен кайнӑ-кайман хӑй сӑнне манса каять. 25Кам та кам Туррӑн паха саккунне, ирӗклӗх саккунне ӑша хывса пурнӑҫлать, ҫав хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗнче телейлӗ пулӗ. Вӑл илтнине манакан мар, Турӑ сӑмахӗ хушнине туса тӑракан.

26Сирӗнтен кам та кам Турра хисеплетӗп тет, анчах чӗлхине чармасӑр хӑйне хӑй улталать, вӑл Турра хисепленҫи кӑна тӑвать. 27Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.
Copyright information for ChvIBTNT