James 3
Чӗлхе тем тума та пултарать
1Эй, тӑвансем! Пурте вӗрентекен пуласшӑн ан ҫунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: пирӗнтен, вӗрентекенсенчен, судра тата хытӑрах ыйтӗҫ. 2Мӗншӗн тесен эпир пурте ҫылӑха нумай кӗретпӗр. Кам сӑмахпа ҫылӑха кӗмест, ҫав аталанса ҫитнӗ пулать. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткине чарма-пӑхӑнтарма пултарать. 3Тӗслӗхрен, хамӑра итлетӗр тесе эпир лашана ҫӑварлӑхлатпӑр, вара унӑн пӗтӗм кӗлеткине хамӑра пӑхӑнтаратпӑр. 4Е, калӑпӑр, карапӗ тем тери пысӑк пулсан та, ҫилӗ тем тери вӑйлӑ вӗрсен те, пӗчӗк рульпе усӑ курсах капитанӗ карапа кирлӗ еннелле ярать. 5Чӗлхе те ҫавнашкалах – ӳт-пӗвӗн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ пулин те, нумай тӑваять. Кур-ха, пӗчӗкҫӗ ҫулӑм чӗлхиех мӗн пысӑкӑш вӑрмана хыптарса яма пултарать! 6Чӗлхе те – ҫулӑм, вӑл – усал йӑви. Ӳт-пӗвӗн ытти пайӗсемпе танлаштарсан, вӑл пӗтӗм кӗлеткене ирсӗрлетет. Тамӑк вучӗпе хыпса илсе чӗлхе пӗтӗм пурӑнӑҫа ҫунтарса ярать. 7Тем тӗрлӗ тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка, ҫӗлен-калтапа тинӗс чӗр чунӗсене этем алла хӑнӑхтарнӑ, хӑнахтарать. 8Анчах ҫынсенчен пӗри те чӗлхине итлеттереймест. Вӑл – вӗлерекен наркӑмӑшлӑ чарайми усал. 9Чӗлхепех эпир Атте Турра мухтатпӑр, ҫав чӗлхепех эпир ҫынсене ылханатпӑр. Ҫынна вара Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ вӗт-ха. 10Пӗр ҫӑвартанах мухтав сӑмахӗ те, ылхан сӑмахӗ те тухать. Эй, тӑвансем! Кунашкал пулмалла мар. 11Пӗр ҫӑлкуҫранах тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв тапса тӑни пур-и? 12Эй, тӑвансем! Смоква йывӑҫҫи ҫинче ҫу ҫырли ӳсмест, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинче те смоква ҫырли пулмасть. Ҫавнашкалах пӗр ҫӑлкуҫран тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв юхса тухмасть.Ҫӳлтен анакан ӑс
13Сирӗнтен кам чӑннипех те ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫав хӑй ӑсне тӳрӗ пурӑнса, ӑслӑ йӑвашлӑхӗпе ырӑ ӗҫсем туса кӑтартса патӑр. 14Анчах та сирӗн чӗрӗрте хаяр кӗвӗҫӳпе чӑркӑшлӑх пулсан, ан мухтанӑр, чӑнлӑха пӑсса ан суйӑр. 15Кунашкал ӑс ҫӳлтен анмасть, вӑл – ку тӗнчери, чун-чӗмсӗр, шуйттанран килекен ӑс. 16Ӑҫта кӗвӗҫӳпе чӑркӑшлӑх, унта йӗркесӗрлӗхпе тӗрлӗ усаллӑх. 17Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах – таса, унтан – татуллӑ, сӑпайлӑ, пӑхӑнуллӑ, пысӑк хӗрхенӳллӗ те ырӑ ӗҫлӗ, тӗрӗслӗхлӗ, икӗ питлӗ мар. 18Канӑҫлӑх кӳрекенсем вара лӑпкӑн ака тӑваҫҫӗ, тӳрӗлӗх ҫимӗҫне те вӗсемех пухса илӗҫ.
Copyright information for
ChvIBTNT