‏ James 4

Тӗнчепе туслӑ пулни

1Эсир пӗр-пӗринпе хирӗҫни, харкашни мӗнрен килет-ха? Ӳт-пӗвӗре ҫылӑхлӑ кӑмӑл алхастарнинчен мар-и вара? 2Ӗмӗтленетӗр те – ӗмӗтӗр ҫитмест. Вӗлермеллех кӗвӗҫетӗр те – кӑмӑлӑр ҫапах тулмасть. Хирӗҫетӗр, харкашатӑр – илес тени сирӗн ҫаплах ҫук, мӗншӗн тесен Турра тархасламастӑр. 3Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр. 4Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать. 5Е Ҫырнинче ҫак сӑмахсене ахаль каланӑ пулӗ тетӗр-и? Акӑ вӑл сӑмахсем: «Турӑ пирӗн ӑшри Хӑйӗн сывлӑшне кӗвӗҫес таранах савать». 6Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».

7Ҫапла вара, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗн патӑртан тарӗ. 8Турӑ патне пырӑр, вара Вӑл та сирӗн патӑра пырӗ. Эй, ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Эй, икӗ питлисем, чун-чӗрӗре тӳрлетӗр. 9Хуйхӑрӑр, йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр! Эсир кулни – йӗнине куҫтӑр, эсир савӑнни – куляннине куҫтӑр. 10Хуҫа Турӑ умӗнче мӗскӗн пулӑр, Вӑл вара сире асла кӑларӗ.

Ӗненекен тӑванӑра ан айӑплӑр

11Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗрне ан хурлӑр. Кам тӑванне хурлать е айӑплать, ҫав Турӑ саккунне хурлать, айӑплать. Саккуна айӑплатӑн пулсассӑн вара эсӗ ӑна пӑхӑнакан мар, суд тӑвакан. 12Анчах та ҫынсене Саккун паракан та, Судья та пӗр Ҫавах: Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать. Ҫывӑх ҫыннуна айӑпламашкӑн эсӗ кам вара?

Каппайни пирки асӑрхаттарни

13«Паян-и, ыран-и ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та, унта ҫулталӑк хушши сутӑ туса пурӑнӑпӑр, тупӑш илӗпӗр», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем. Эй, ҫакнашкал калаҫакансем, халӗ мана итлӗр-ха. 14Эсир ыран мӗн пуласса пӗлместӗр: эсир пурӑнни самантлӑх курӑнса ҫухалакан тӗтре пек кӑна. 15«Хуҫа Турӑ парсассӑн, сывлӑх пулсассӑн ҫавна-ҫавна тӑвӑпӑр», – теес вырӑнне 16эсир мӑнкӑмӑллӑн каппайланатӑр. Ҫакнашкал мухтанса ҫӳрени вӑл пит усал. 17Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.
Copyright information for ChvIBTNT