‏ John 18:33-38

33Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» 34«Эсӗ ху ҫапла шутлатӑн-и е ҫын сӑмахӗпе Ман пирки ҫапла калатӑн?» – ыйтнӑ Иисус. 35«Эпӗ иудей-и-мӗн? – хирӗҫленӗ Пилат. – Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священник ман алла тытса пачӗҫ. Мӗн тунӑ вара Эсӗ?» 36Иисус ҫапла тавӑрнӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери мар. Манӑн Патшалӑхӑм ҫак тӗнчери пулсан, Мана пӑхӑнса тӑракансем Манӑн хӳтте кӗнӗ пулӗччӗҫ, иудейсене тыттармӗччӗҫ. Анчах та халӗ Манӑн Патшалӑхӑм кунта мар». 37«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет». 38«Мӗн вӑл чӑнлӑх?» – тенӗ Ӑна Пилат.

Иисуса вӗлерме ыйтни

(Мф. 27:15-31; Мк. 15:6-20; Лк. 23:13-25)

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмастӑп.
Copyright information for ChvIBTNT