‏ John 20:19-23

Иисус вӗренекенӗсене курӑнни

(Мф. 28:16-20; Мк. 16:14-18; Лк. 24:36-49)

19Ҫав вырсарни каҫах, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑранипе хӑйсем пуҫтарӑннӑ пӳрт алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, вӗсем хӑйсем хушшинче Иисус тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» – тенӗ Вӑл. 20Ҫапла каласан Иисус вӗсене Хӑйӗн алли-урине, аякне кӑтартнӑ. Хуҫамӑра курсан вӗренекенӗсем питӗ савӑнса кайнӑ. 21«Канӑҫлӑх пултӑр сире! – саламланӑ вӗсене Иисус тепӗр хут. – Ӗнтӗ Аттем Мана сире вӗрентме янӑ пекех, Эпӗ те сире ыттисене вӗрентме яратӑп». 22Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗсем ҫине вӗрнӗ те ҫапла каланӑ: «Манран ҫак Святой Сывлӑша йышӑнӑр. 23Эсир камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн каҫарӑнмӗҫ».
Copyright information for ChvIBTNT