‏ Luke 11:2-4

2Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр:

„Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр
Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» сӑмахсем ҫук.
;
3куллен пире пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, 4пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире
Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «усалтан хӑтар пире» сӑмахсем ҫук.
“, – тейӗр».
Copyright information for ChvIBTNT