Luke 11:9-13
9Эпӗ те сире калатӑп: ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. 10Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ. 11Сирӗн хушшӑрта ҫӑкӑр ыйтакан ывӑлне чул паракан ашшӗ пур-и? Е пулӑ ыйтсан, пулӑ вырӑнне ӑна ҫӗлен параканӗ пур-и? 12Е ҫӑмарта ыйтакан ывӑлне скорпион паракан ашшӗ пур-и? 13Ҫапла ӗнтӗ эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне паратех».
Copyright information for
ChvIBTNT