‏ Luke 12:2-7

2Пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех. 3Ҫавӑнпа эсир тӗттӗмре мӗн каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ. Шалти пӳлӗмре хӑлхаран каланине те ял илтмелле кӑшкӑрӗҫ».

Камран хӑрамалла

(Мф. 10:28-31)

4«Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем сире унтан ытла нимӗн те тӑваймӗҫ. 5Камран хӑрамаллине калам: вӗлерсен тамӑка пӑрахма пултараканран хӑрӑр. Чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр. 6Пилӗк пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка икӗ ассарийлӗхе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть. 7Сирӗн пуҫӑр ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем те пӗтӗмпех шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах».
Copyright information for ChvIBTNT