Luke 19:45-48
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мф. 21:12-17; Мк. 11:15-19; Ин. 2:13-22)
45Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ, 46вӗсене ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑм – кӗлӗ ҫурчӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ!» 47Иисус кашни кун Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем вара Ӑна пӗтересшӗн пулнӑ, 48анчах нимӗнле те май тупайман, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх, Иисуса итлес тесе, Унран уйӑрӑлман.
Copyright information for
ChvIBTNT