‏ Luke 20:41-44

41«Епле-ха тата Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ? 42 43Давид хӑй вара псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: „Хуҫамӑр манӑн Хуҫама каланӑ: Эпӗ Сан тӑшманусене Санӑн уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“. 44Ҫапла вара, Давид Ӑна Хуҫам тет. Эппин епле-ха Вӑл унӑн йӑхӗнчен пулма пултарать?»
Copyright information for ChvIBTNT