‏ Luke 21:12-17

12Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ. 13Ҫакӑ йӑлтах Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн пулӗ. 14Ҫакна чӗре варне хурӑр: мӗн тавӑрса калас-ши тесе малтанах ан кулянӑр, 15мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ. 16Тата сире аҫӑр-аннӗрсем те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те сутӗҫ, сиртен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ. 17Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ.
Copyright information for ChvIBTNT